14 мая 2014 г.
Урампа сумкка çакнă почтальонка утать. Шел, темиçе çул каялли пек кашни çурт умнех чарăнмасть вăл, хăш-пĕрне сиктерсе хăварса малалла васкать. Халĕ пĕр килĕре икĕ-виçĕ экземпляр хаçат çырăнакан та сахал. Хаклă теççĕ. Ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех район хаçачĕпе туслă пулнисем çеç хакне пăхмасăр "Шăмăршă хыпарне" çырăнса илеççĕ. Ĕлĕкхи тус çĕннинчен темиçе хут çывăхрах темеççĕ-и-ха халăхра? Чăнах та çапла: эпир хамăр вулаканăмăра нихăçан та, темĕнле йывăр лару-тăрура та пăрахман, укçа хыççăн хăваласа хаксене ỹстерсе яман, ял пурнăçĕ, халăх шухăш-ĕмĕчĕ çинчен çыракан пĕртен-пĕр хаçат пулса юлтăмăр. Çапла, хаçата иккĕмĕш çур çул валли çырăнтарнă чух хак нумай ỹсрĕ, çак пулăм пирĕн чĕрене те ыраттарать. Анчах хаçат хакне редакци ỹстермерĕ вĕт-ха. Типографи тăкакĕсем, электроэнерги хакĕ палăрмаллах хăпарсан та, редакци экономика тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹксен те темиçе çул хушши çырăнтару хакне пĕр шайра тытса тăтăмăр. Халĕ вара апла тума вăй çитмерĕ: почта хаксене хăмпă пек хăпартса янине эпир ниепле те чарма пултараймастпăр. Караул! кăшкăрсан та, куççульпе йĕрсен те хаксене чакармĕç. "Мускав куççуле ĕненмест", - теççĕ вĕт-ха халăхра. Хаксене те Мускав ỹстерет. Çакна тĕрĕс ăнланатăр пулĕ, хисеплĕ вулаканăмăрсем. Çавăнпа та почта ĕçченĕсене те кỹренме кирлĕ мар. Ним пытармалли те çук: пирĕн вулакансен пысăк пайĕ - аслă ăру çыннисем. Шăпах эсир пирĕн тĕп тĕрек те ĕнтĕ, хăтасемпе тăхлачăсем. Атьăр-ха йывăр вăхăтра тăван хаçатпа пĕрле пулар, хаçата хăвăр çырăннипе пĕрлех кỹршĕ-арша та çырăнма хавхалантарар! Кам та кам тỹрех çур çуллăха çырăнма вăй çитереймесен, пилĕк, тăватă, виçĕ, икĕ уйăхлăха та çырăнма май пур. Вăхăчĕ çитсен, çырăнтару срокне малалла тăсма пулĕ. Кун пирки сире почтальонкăсем асăрхаттарĕç. Район центрĕнче пурăнакансем хаçата "Чăваш пичечĕ" киоскра е редакцире çырăнсан та укçа-тенке чылай перекетлĕç. Шухăшласа пăхăр, мĕнле тусан лайăхрах? Редакци портфелĕ вара пĕрре те чухăн мар: вулакана интереслентерекен, кăмăл-туйăма çĕклекен, шухăша яракан материалсем пирĕн тем чухлех. Вăхăт уттинчен юлмасăр, журналистсем çĕнĕрен çĕнĕ, илемлĕрен илемлĕ хайлавсем шăрçалĕç, критика валли те вырăн тупăнĕ. Нумай-нумай вулакан сĕнĕвне шута илсе, редакци "Шăмăршă Кĕлпукĕ çула тухсан..." рубрика уçма палăртать. Çитменлĕхсен адресне вулакансем кăтартасса кĕтетпĕр. Очерксемпе тĕрленчĕксем, сăвă-калав та хаçата илем кỹрĕç. Журналистсен блокночĕсенче мĕн кăна çук-ши? Паллах, хамăрăн вулакансенчен те çырусем кĕтетпĕр. Сăмахăма вĕçлес умĕн çакна каласшăн: экономика тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнине пула редакци иккĕмĕш çур çулта тỹлевсĕр саламсемпе пĕлтерỹсен эрнине йĕркелеймест. Мĕнле пулсан та, вăй çитерсе хаçата çырăнма тăрăшăр, район хыпарĕсене вăхăтра пĕлсе тăрăр, пурнăç илемне туйса хавхалану илĕр. "Хаçат-журнал вулăпăр _ ăслă-тăнлă пулăпăр!" _ тесе çырнă пирĕн хаçат 82 çул каялла. Çак чĕнỹ паян та вырăнлă тесе шутлатпăр. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр - редакци ĕçченĕсем сире яланах хапăл. Хисеплĕ почта ĕçченĕсем! Пĕр-пĕрне кỹренмесĕр, пурсăмăр та пĕр ĕç тунине ăнланса хаçат çырăнтарассине паянхи чи пысăк задача тесе шутлар, кашни киле çитсе вулакан валли ăшă сăмах шеллер мар, хаçат тиражĕ паянхи шайран ан чактăрччĕ тесе тăрăшар!
ИВАН САЛАНДАЕВ, журналист, пичет ветеранĕ.