Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене - тимлĕх

14 мая 2014 г.

 Апрелĕн 1- 30-мĕшĕсенче районта "Çул çитмен çамрăк" ятпа профилактика операцийĕ иртрĕ. Çак тапхăрта полицин районти уйрăмĕн сотрудникĕсем профилактикăн ытти субъекчĕ-сен ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем йĕркелерĕç, полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцире учетра тăракан ачасем - вĕсем вун пиллĕкĕн - патне çитрĕç. Рейда хутшăннисем çул çитмен çамрăксемпе ăнлантару ĕçне туса ирттерчĕç, хăйсене шкулта, ялта йĕркеллĕ тытма сĕнчĕç, административлă право йĕркине пăсасран, преступлени тăвасран асăрхаттарчĕç. Кунсăр пуçне эрех-сăра ĕçессинчен пăрăнмалли, право йĕркине пăсас туртăмлă аслăрах ỹсĕмри çамрăксем тỹнтерле ĕçсем тума хĕтĕртессинчен сыхланмалли пирки те каларĕç. Пирĕн учетра çавăн пекех хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парасси çине çиелтен пăхакан, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан çемьесем те пур (4 çемье). Рейда тухнă ушкăн çакнашкал çемьесенче те пулчĕ, вĕсене асăрхаттарчĕ, ачасем мĕнле воспитани илесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килни пирки ăнлантарчĕ.

Н.МАЗЯКОВА, полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика