Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Е.К.Карзанова асăнса - турнир

14 мая 2014 г.

 Çак  кунсенче Кивĕ Чукалти тĕп шкулти спорт залĕнче Е.К.Карзанов комиссара асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен XVI турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва Граждан вăрçин паттăрĕн Е.К.Карзановăн кĕçĕн мăнукĕ Л.А.Карзанов хăй пуçарнипе çулленех йĕркелесе ирттерет. Кăçалхи ăмăрту спонсорĕсем П.В.Карзанов, П.А.Карзанов, В.В.Карзанов тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В.Чамеев пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси - район çамрăкĕсен юратнă спорчĕ. Кăçал та ăмăртăва тĕрлĕ ялтан килнĕ. 30 килограма çитичченхи виçере Анат Чаткас шкулĕнче вĕренекен П.Угасин çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Кивĕ Чукал шкулĕнчи Н.Эрюковпа Анат Чаткас шкулĕнчи В.Нянин.

35 килограма çитичченхи виçере Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи А.Можаев паттăра юлнă. Анат Чаткас шкулĕнчи С.Синелев -  иккĕмĕш, çак шкулти А.Хрисанов - виççĕмĕш вырăнта.

38 килограма çитичченхи виçере Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи А.Тутаев мала тухнă. Шăмăршă шкулĕнчи Е.Силинпа çак шкулти Д.Денисов та -  призерсем шутĕнче.

45 килограма çитичченхи виçере Анат Чаткас шкулĕнчи Р.Капралов -  пĕрремĕш, Палтиел шкулĕнчи Д.Минуллов -  иккĕмĕш, Кивĕ Чукал шкулĕнчи Н.Ильичев - виççĕмĕш вырăнта. 50 килограма çитичченхи виçере Анат Чаткас шкулĕнчи М.Тизяков çĕнтернĕ. Çак шкулти Н.Нянинпа Пăчăрăл Пашьел шкулĕнчи М.Абульханов - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта.

55 килограма çитичченхи виçере Кивĕ Чукал шкулĕнчи А.Калыгин паттăра юлнă. Иккĕмĕш вырăнта -  Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи А.Борзов.

62 килограма çитичченхи виçере Кивĕ Чукал шкулĕнчи А.Малеев мала тухнă. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи Р.Кудряшов иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Т.ЧАМЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика