14 мая 2014 г.
![Ĕмĕр манăçми чаплă Çĕнтерỹ Ĕмĕр манăçми чаплă Çĕнтерỹ](../UserFiles/news/20140519/denj_pobedi_14_maj_Preview.jpg)
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ историре яланлăхах пирĕн Тăван Çĕр-шывăн хăвачĕпе мăнаçĕн, ăна хỹтĕлекенсен, тĕнчене фашизм тыткăнĕнчен хăтарнă паттăрсен нихçан манăçми çĕнтерĕвĕ пек çырăнса юлать. Майăн 9-мĕшĕнче, 1941- 1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 69 çул çитнине халалласа, пирĕн районти кашни ялтах савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Шăмăршăри митинга вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ĕç коллективĕсем, шкулта вĕренекенсем, район центрĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăнчĕç. Аслă урампа чаплăн утса тухса уяв колонни Çĕнтерỹ паркĕ умĕнче йĕркеленсе тăчĕ. Ĕç коллективĕсен представителĕсем çула май чарăнса Совет Союзĕн Геройне В.И.Урукова тата граждан вăрçи паттăрне И.С.Космовские асăнса лартнă палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çĕнтерỹ паркĕнчи савăнăçлă митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçрĕ. Валерий Петрович пурне те чаплă уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ, çутă хĕвеллĕ те таса тỹпеллĕ ырă пурнăç, çирĕп сывлăх, телей, юрату сунчĕ. Митингра сăмах илнĕ Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.П.Вазанов çакна палăртрĕ: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Шăмăршă районĕнчен 5100 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 2330-ĕшĕ тăшманпа çапăçса пуçĕсене хунă. Вăрçăра вилнисен ячĕсем - ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн чĕрере. Çамрăк ăрăва вĕсен паттăрлăхĕ çутă çăлтăр пек Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕ пулма çул кăтартса тăтăр. Митингра çавăн пекех хисеплĕ хăна, Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Е.В.Юшин, тыл ветеранĕ Н.П.Смирнова, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, орденсемпе медальсен кавалерĕ А.В.Коновалов, Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пайĕн представителĕ П.Иванов сăмах каларĕç. Çар комиссариачĕн представителĕ Афган вăрçине хутшăннă ентешсене "В память 25-летия окончания боевых действий в Афганистане" медальпе чысларĕ. Тав сăмахĕпе Афган вăрçин ветеранĕ Н.А.Жилкин тухрĕ, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма, йывăр чухне ăна хỹтĕлемешкĕн яланах хатĕр пулма чĕнсе каларĕ. Шăмăршăри вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Руслан Алексеев çамрăк ăру ятĕнчен вăрçăпа тыл ветеранĕсене чун-чĕререн тав турĕ. Митинг уяв концерчĕпе вĕçленчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăн çырнă патриот юрри-кĕвви, чуна хумхантаракан сăвăсем янăрарĕç. Палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн виçĕ хутчен автоматран персе Çĕнтерỹ салтакĕсене чысларĕç.
С.ИВАНОВ.