Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пионерсен тĕл пулăвне йыхравлатпăр

14 мая 2014 г.

 20-мĕш ĕмĕрĕн юлашки сакăр вунă çулĕнче пурăнннă кашни шкул ачиех "октябренок" тата "пионер" ятсене илме тивĕç пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Шкула çỹренĕ вăхăтсенче кăкăр çине октябреноксен Володя Ульянов (Ленин) сăнĕллĕ пĕчĕк хĕрлĕ çăлтăрне тата 4-7-мĕш классенче пионер значокĕ çакса, мăя хĕрлĕ галстук çыхса çỹресси пысăк чыс шутланнă. Ачасем хĕрлĕ галстукпа тивĕçлипех мухтаннă, çакă вĕсене хăюллă, тăрăшуллă, сăпайлă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма хистенĕ. XXI ĕмĕре вара Раççейри ачалăх хисеплĕ ятсемсĕр кĕчĕ, çĕр-шыври пысăк улшăнусем ырă юхăмсене йышăнмарĕç. Çапах та çын хăйĕн ачалăх çулĕсенчи ырă пулăмсемпе самантсене нихăçан та асран кăлармасть, яланах лайăхпа аса илсе тунсăхлать. Çакна шута илсе, Васанти халăх краеведени музейĕ май уйăхĕн 17-мĕшĕнче (шăмат кун) Васанти шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ вăхăтри пионер юхăмĕн ветеранĕсене чаплă тĕл пулăва йыхравлать. Çак тĕл пулăва Васан шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче аслă пионервожатăй пулса ĕçленисене, Александр Матросов ячĕпе хисепленекен пионер дружинин тата отряд совечĕн председателĕсемпе членĕсене, аслă пионерсене, тимуровецсене, пионер галстукне çыхса çỹренĕ кашни çыннах килме йыхравлатпăр. Тĕл пулу музей-клубра савăнăçлă линейкăпа 13 сехетре пуçланать. Пурне те, ачалăха аса илсе, Пионер уявне хастар хутшăнма чĕнетпĕр! 

Г.ЛАРШНИКОВ, музей директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика