Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшнипе, халăх тăрăшнипе…

17 мая 2014 г.

 Район çыннисем килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илеççĕ. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче районти 284 çемье пурĕ 65 миллион та 548 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку тĕлĕшпе Палтиел, Карапай Шăмăршă, Васан, Шăмăршă ял тăрăхĕсенче уйрăмах хастар ĕçлеççĕ. Кредит укçипе ял çыннисем ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, вите-хуралтă çĕклеççĕ. Çакна та каламалла: юлашки вăхăтра районта трактор туянакансем нумайланчĕç. Мотоблок туянакансем те йышлă. Кăçал выльăх апачĕ-ллĕх культурăсене пĕлтĕр-хинчен ытларах акнине шута илсен, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ ỹсессе те кĕтме пулать. Патшалăхран çăмăллăхлă кредит илекенсен йышĕнче çамрăксем нумаййи те савăнтарать. Эппин, ял пурăнать, аталанать, унăн малашлăхĕ пур. Выльăх усраса укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ, çурт-хуралта çĕнетеççĕ. Ỹркенмен çынсене тав сăмахĕ çеç калас килет. 

Н.ВАЗАНОВ, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика