Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыв пул, труба чĕнет…

17 мая 2014 г.

2014 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те çурхи призыв кампанийĕ старт илчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн РФ субъекчĕсенчен 154 пин çамрăка çар службине илме палăртнă. Чăваш Республикинчен 1897 çынна службăна яма задани панă. Шăмăршă районĕнчен вара çурхи призывра 25 çамрăк салтак стройне тăрĕ. 2013 çулта çурхи тата кĕрхи призывсем вăхăтĕнче районтан пурĕ 74 çамрăка службăна ăсатнă. Çак призыва çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ. Тăван çĕр-шывăн пулас хỹтĕлевçисене электронлă картăсемпе, микрочиплă жетонсемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсем çинче - персоналлă даннăйсем. Обмундировани енĕпе илсен, çĕнĕ форма параççĕ. Канашри призыв пунктĕнче гигиена йĕркисене пăхăнма пулăшакан хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ. Çамрăксем кашни призыврах пĕр турткаланмасăр службăна тухса каяççĕ. Салтакра пулнă арçынсем ял-йышра яланах хисеплĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Анчах та хăш-пĕр уйрăм çамрăксем Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕ йĕркелекен призыв мероприятийĕсене килмеççĕ, çул çитнĕ пулсан та салтак стройне тăма васкамаççĕ. Телее, çакнашкал граждансен шучĕ çулран-çул чаксах пырать. Ку,паллах, савăнтарать. 2013 çулти призывсен кăтартăвĕсене пăхсан, пĕлтĕр Шăмăршă районĕнчи 2 çамрăк пирки, РФ УКĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, следстви органĕсем уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем 1 çул салтак тивĕçне пурнăçласа хисеплĕ арçынсен йышне кĕрес вырăнне суд сакки çине ларнă, 200 пин (!) тенкĕ таран штраф тỹлеттернĕ. Службăран пăрăнса юлма шутлакансемшĕн çак фактсем çирĕп урок вырăнне пулччăр. Çакна та палăртмалла: уголовлă айăплав илнĕ пулсан та, вĕсен пурпĕрех çар тивĕçне пурнăçлама тивет. Салтак стройне тăрассинчен пăркаланакансене, федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, патшалăх структурине ĕçе илмеççĕ. Полици тата налук служби пирки те çакнах каламалла. Призыв тапхăрĕ пуçланнăранпа çар прокуратурисенче "вĕри лини" телефонĕсем ĕçлеççĕ. Призывниксем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ çар службипе çыхăннă законодательство ыйтăвĕсем тăрăх çак телефонсем тăрăх консультаци илме пултараççĕ: 

- Тĕп çар округĕн прокуратури (Екатеринбург хули, Луначарский урамĕ, 215 "А" çурт) _ 8(343) 355-32-91;

 - Хусан гарнизонĕн çар прокуратури ( Хусан хули, Дзержинский урамĕ, 17 çурт)- 8(843) 264-23-51.

Кирлĕ пулсан, асăннă çар прокуратурисен прокурорĕсемпе хăйсемпе тĕл пулса калаçма та май пур. Çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн работникĕсемпе 8(835)326-12-51 (пай начальникĕ) тата 6-12-52 (призыв уйрăмĕ) телефонсемпе çыхăнса калаçма пулать.

Çар службине кайма тивĕçлĕ çамрăксене призыв мероприятийĕсене палăртнă вăхăтра çỹреме сĕнетпĕр. Призывниксен пĕрремĕш партине майăн 13-мĕшĕнче Канашри призыв пунктне ăсатрăмăр. 

П.ВАСЮКОВ, ЧР çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика