17 мая 2014 г.
Çанталăк ăшăтнăçемĕн сăвăссем те хăйсен активлăхне палăрмаллах ỹстереççĕ. Май тата июнь уйăхĕсем уйрăмах хăрушă шутланаççĕ. Хĕл каçнă выçă юн ĕçенсем çын çине кирек хăш вăхăтра та тапăнма пултараççĕ - вĕсем нимле çанталăка та, вăхăта та пăхса тăмаççĕ. Сăвăссем сукмаксен, çулсен таврашĕнче, 30-40 сантиметр таран ỹсекен тĕмсемпе курăк çинче уйрăмах йышлă. Вĕсем çыннăн тумтирĕ çине çакланаççĕ те ỹт-тирĕн çемçе пайĕсем çине (хăлхасен хыçне, мăя, хул айне, пĕркеленчĕксене) çыпăçса лараççĕ, юн ĕмме пуçлаççĕ. Ỹте çыртнă май сăвăссем хăйсен сĕлекипе энцифалет вирусне ертме е Лайм чирне пуçарса яма пултараççĕ. Сăвăссенчен сыхланас тесе мĕн тумалла-ха? Май-июль уйăхĕсенче сăвăссем пулма пултаракан вырăнсенчен пăрăнса иртме тăрăшмалла. Вăрмана е парксемпе садсене каяс умĕн ỹт-тире лайăх хуплакан тумтир, атă-пушмак тăхăнмалла, шăлавар вĕçĕсене нуски кунчине чикмелле, кĕпе аркине те шăлавар пиçиххийĕпе лайăх çыхмалла. Çавăн пекех, тумтир çаннисем те тачă пулччăр. Сăвăссенчен ятарлă аэрозольсемпе те сыхланма пулать. Вĕсене тумтир çине лайăх сир- пĕтмелле. Сăвăс ỹт çине тăрăнчĕ пулсан тỹрех хăраса-шикленсе ỹкмелле мар, юн ĕçенрен хăвăртрах хăтăлма тăрăшмалла. Çийĕнчех больницăна кайнине нимĕн те çитмест. Сăвăса пусса вĕлерме юрамасть. Кун пек чухне унри пĕтĕм наркăмăш çын организмне кайма пултарать. Юн ĕçене пинцетпа е марльăпа тытмалла та ỹтрен çавăрттарса пăрса кăлармалла. Ăна тỹрех туртса илмелле мар - пуçĕ татăлса юлма пултарать. Сăвăса ỹтрен кăларнă хыççăн алăсене супăньпе лайăх çумалла, сурана йод ирĕлчĕкĕпе е спиртпа сĕрмелле.
А.СЕМЕНОВА, врач инфекционист.