Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » И çил вĕрет, çил вĕрет, çỹп-çап инçе саланать…

17 мая 2014 г.

Май уйăхĕнче канмалли кунсем нумай пулчĕç. Çак тапхăрта Шăмăршă урамĕсене вырнаçтарнă çỹп-çап контейнерĕсем тулса тăкăнчĕç, йĕри-таврана тасамарлăх вараларĕ. "Çил ачисем" савăнчĕç кăна вара: хут таткисене, ытти çăмăлрах ăпăр-тапăра урам тăрăх салатрĕç. Пĕр шутласан, темех мар пек: уяв коммунальщиксемшĕн те уяв ĕнтĕ. Анчах тирпейсĕрлĕх чуна ыраттарать. Тирпей тумалли пирки мĕн чухлĕ калаçатпăр, çыратпăр, усси ним чухлĕ те курăнмасть. Пĕр хĕрринче тасататпăр, тепĕр хĕрринче каллех тăкса-вараласа тултараççĕ. Намăс! Журналист ĕçĕпе чылай çĕре çитме тивет. Нумай çынпа тĕл пулса калаçатăн. Урамсене, тавралăха тасатса тирпейлесси çинчен сăмах пуçарсан, нумайăшĕ алă сулаççĕ: "Унччен те çакăн пек пурăннă, малашне те пурăнăпăр. Çырма-çатрана çỹп-çаппа кирлĕ мар ăпăр-тапăра тăкма питĕ меллĕ, эрози сарăлас хăрушлăх та чакать". Тăпра эрозине килти ăпăр-тапăра тăкнипе мар, çатан карта тытса пỹлетчĕç ĕлĕкрех. Пирĕн районăн паха опытне вĕренме таçтан та килетчĕç. Мантăмăр ырă ĕç тума, "çĕнĕлле, хамăрялла" пурăнма тытăнтăмăр. Ача чух Букварьте "Сармантей" юмаха вулани асăмра. Çак халапа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те тепĕр хут вуласа тухма сĕнесшĕн. Унта килти ăпăр-тапăра урама кăларса ывăтни çинчен çын кулмалла юптарса çырнă. Паян хамăр та Сармантейленсе кайрăмăр пулмалла. Çырма-çатрана, çул аяккине, вăрман тăрăхне мĕн кăна тăкса тултармастпăр-ши? Вĕсем çĕрсе пĕтиччен вун-вун çул е çĕр çул та иртĕ, мăнукăмăрсем, вĕсен ачисем çут çанталăка вараланăшăн пирех ылханĕç. Е вĕсене те хамăр пек пурăнма воспитани паратпăр-и? "Аслине курса кĕçĕнни вĕренет", - теççĕ халăхра. Ялти ватăсем çамрăксене тирпейлĕ пурăнмалли çинчен асăрхаттарсах тăрсан, тасамарлăха çырма хĕррине е çул аяккине тăкакансене халăхпа ятласан паянхи пек йĕркесĕрлĕх пулмĕччĕ тесе шутлатăп. Кăçал тăватă-пилĕк ялти пухура та пулма тиврĕ. Шел, ытла та сахал йышпа иртрĕç вĕсем, тирпей-илем пирки те çивĕч калаçу пулмарĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем отчет туса пачĕç те, ун ĕçне ырласа алă çупрĕç, концерт курчĕç те калаçса-кулса килĕсене саланчĕç. Кам тăвĕ-ха тирпейлĕхе, кам тасатĕ-ха хамăр вараласа чыссăра кăларнă тавралăха? Тен, урăх районтан пулăшу чĕнсе килмелле? Каллех пуçăма "Сармантей" юмахри йĕркесем пырса кĕчĕç: "Сармантейĕн сар чăххи сар çăмарта тунă тет..." Çак халапри пек ăпăр-тапăра урама кăларса ывăтас марччĕ, ентешсем! Уяв кунĕ-сенче çил ачисем те ял тăрăх тасамарлăха ан салатчĕр. Кун пек пурăнма юрамасть! 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика