Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплев - пурнăç пĕлтерĕшĕ

17 мая 2014 г.

 Медицина сестрин ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Кунта професси ăсталăхĕ те, кăмăл çирĕплĕхĕ те, чун ăшши те кирлĕ. Çак енсем пулсан медсестра профессийĕ çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Тĕрĕсрех каласан, вăл пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăрать. Карапай Шăмăршăра пурăнакан Е.Лукьянова çак ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче пĕр улшăнми 35(!) çул ĕçленĕ. Елена Романовнăн сиплев ĕçĕнчи биографийĕ 1959 çулта, Ижевскри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн, пуçланнă. Çамрăк специалиста Т.Яковлева заведующи, В.Амосова акушерка, О.Поликарпова санитарка ăшшăн кĕтсе илнĕ. Медицина ĕçченĕсем пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçленĕ. Ку, паллах, сиплев ĕçĕнче ăнăçу кỹнĕ. -  Эпир нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлемен, - каласа пачĕ медицина ĕçĕн ветеранĕ Е.Лукьянова. - Тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешсе пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ. Кăнтăрла-и, çĕрле-и - чирлисем патне васканă. Çулсем иртнĕ май, Татьяна Антоновна пенсие кайсан, заведующи должнăçне А.Гаврилова медсестрана çирĕплетнĕ. Анна Васильевна, çамрăк пулсан та, сиплев ĕçне çулран-çул професси ăсталăхĕпе йĕркелесе пынă. В.Амосова ялтан куçса кайсан ун вырăнне Н.Волкова ĕçлеме пуçланă. Чирлисене яланах тимлĕхре тытасси, тĕрлĕ чир-чĕртен прививкăсене вăхăтра, графикпа килĕшỹллĕн туса ирттересси, ял çыннисен, шкул ачисен сывлăхне тĕрĕслесси, кирлĕ пулсан çийĕнчех сиплев ĕçне пуçăнасси тата ытти те коллективра яланах малти вырăнта тăнă. - Прививкăсем тума пуçласан тĕрлĕ чирсен шучĕ сисĕмлех чакрĕ, - каласа парать Елена Романовна. - Çавна май эпĕ ял çыннисене прививкăсене вăхăтра тутарма сĕнетĕп. Çавăн пекех кашни çулах флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалли пирки те каласа хăварас тетĕп. Паллах, врачсем патĕнче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине те манас марччĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртни ăна ăнăçлă сиплеме май парать. Вăраха кайни вара парăнасшăнах мар. Кун пирки пирĕн кашнийĕнех асра тытмалла. 1994 çултанпа Е.Лукьянова - тивĕçлĕ канура. Пархатарлă ĕçшĕн ăна тĕрлĕ çулсенче Чăваш АССР Сывлăх сыхлавĕн министерствин, райĕçтăвкомăн, район больницин Хисеп грамотисемпе чысланă, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Елена Романовна хăйĕн мăшăрĕпе, Георгий Федоровичпа, пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. (Хĕрĕ, Ирина, тата мăнукĕ, Мария, медсестра профессинех суйласа илнĕ). Çак кунсенче 75 çул тултарнă Елена Романовнăн пурнăçне пилĕк мăнук тата мăнукĕн пĕр ачи тулли савăнăç тата илем кỹрсе тăраççĕ. 

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика