Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕç уншăн - савăнăç

17 мая 2014 г.

Шăмăршăри К.Маркс урамĕнче пурăнакан Евгений Дерюшев патне яра куна кам кăна пымасть-ши? Электрогазо-сварщик ĕçне тумалла-и? Тархасшăн! Женя çурта ăшăтакан система кĕртме те, тимĕр хапха е хỹме тума та, эрешлĕ карта ăсталама та пултарать. Хăйĕн чертежĕпе те, урăх çын чертежĕпе те ĕçлет. Хăвăрт, илемлĕ, кăмăла каймалла ĕç тăвать. Газ кăмакине тата насус вырнаçтарма та Е.Дерюшева чĕнеççĕ. Юлашки вăхăтра вăл полипропилен материалпа та ĕçлеме тытăннă. Çурта ăшăтакан система кĕртме те, шыв е канализаци ыйтăвĕсене татса пама та çĕнĕ материалпа меллĕрех. Мунча кăмаки кирлĕ-и? Евгений Анатольевич патне 8- 905- 341- 33-59 номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла çеç. Тимĕрĕ хăвăн пулсан тата та аван. Женя шашлăк юратакансем валли мангал, какай е пулă тĕтĕмлес шухăшлисен кăмăлне тивĕçтерсе коптильня та ăсталать. Пĕр сăмахпа каласан, кашни ĕç уншăн - савăнăç, çынна та савăнăç кỹрес тĕллевлĕ. Евгений çамрăк-ха, вăтăр урлă çеç каçнă. Авланнă, пĕчĕк ачи пур. Предприниматель ĕçне пуçăннă май çурт-хуралта çĕнетме ĕмĕтленет. Тĕрлĕ техника юсакан мастерской та уçасшăн. Нумаях пулмасть мотоблок туянчĕ, пахча сухалама пултарать. Ылтăн алăллă çамрăк арçынна ăнăçу çеç сунар.

И.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика