17 мая 2014 г.
Çулĕсене кура мар çамрăк курăнать çак хĕрарăм. Нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ вăл. Çынсемпе ăшшăн калаçать, кирлĕ чух ăслă сĕнỹсем парса та пулăшать. Серафима Федотовна Волкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Федотова) 1924 çулхи апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрваш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере аслисенчен ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Шкул çулĕсенче пĕрремĕш вырăнта уншăн вĕренỹ пулнă. Ялти 7 çул вĕренмелли шкултан свидетельство илсен вĕрентекен пулас ĕмĕтлĕ хĕр вĕренĕве Канашри педагогика училищинче малалла тăсать. Училищĕре 2 курс пĕтернĕ хыççăн вăрçă пуçланса каять. Пуçланать вара йывăр пурнăç: çемьери арçынсем вăрçа тухса каяççĕ. Училищĕре вĕренекен студентсене те окоп чавма илсе каяççĕ. Шартлама сивĕре кăвайт умĕнче черетпе ăшăна-ăшăна кĕреçепе, лумсемпе те пуртăпа шăн çĕре хирсе ката-ката илнине ăçтан манайăн? Çав çулах вĕсене вăрман касма та илсе кайнă. Ытама та кĕмен йывăçсене черченкĕ хĕр ачасем пăчкăпа касса йăвантарнă, сыпăланă, тиесе ăсатнă. Çапла вăл çулхине студентсем 1 çул вĕренмесĕрех ирттернĕ. 1943 çулта Серафима Федотовна тăван районти Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта учитель биографине пуçланă. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнăран, шкулта 2 çул ĕçленĕ хыççăн, экзаменсене ăнăçлă тытса, хĕр Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетне вĕренме кĕрет. Тăрăшса вĕренекен хĕршĕн студент вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртсе каять. 1949 çулта алла диплом илсен Серафима Федотовнăна (унпа пĕрле тата 4 çамрăк учителе) Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Пуçланнă вара учителĕн канăçсăр пурнăçĕ: уроксене хатĕрленесси, ачасене вĕрентесси, киле панă ĕçсене тĕрĕслесси... 13 çул тăрăшнă çак ялти ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн учительница. 1961 çулта çав шкултах ĕçлекен Карапай Шăмăршă йĕкĕчĕпе Леонтий Егорович Волковпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 1962 çултан тытăнса ĕç биографине Карапай Шăмăршăри 8 çул вĕренмелли шкулта малалла тăснă. Ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕшĕн савăнса Серафима Федотовна шкула васканă, чăваш чĕлхипе литература урокĕсене усăллă та кăсăклă ирттерессишĕн тăрăшнă. Урок тулашĕнчи ĕçсене те хавхаланса туса пынă: шкулта драма кружокне ертсе пынă, хĕр ачасене алă ĕçне вĕрентнĕ. Серафима Федотовнăна хăй вĕрентнĕ çынсем паянхи кун та манмаççĕ, салам каласа яраççĕ, сывлăх çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Шкулта вĕрентнисĕр пуçне Серафима Федотовна ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокне ертсе пынă, сумлă рольсем вылянă, ăсталăхĕпе куракансене савăнтарнă. Куракансем ялти артистсем вылянă спектакльсене халĕ те манмаççĕ. Культура çуртĕнче иртекен алă ăстисен куравĕсене те хастар хутшăнать Серафима Федотовна. Куракансем вăл тĕрленĕ "чĕрĕ" чечексенчен тĕлĕнеççĕ, тĕссене килтерсе тĕрленĕ ĕçĕсене пăхса савăнаççĕ, вĕсене тивĕçлипе хаклаççĕ. Унăн хитре тĕрри-çĕввине, кавирĕсене Шупашкарта иртнĕ выставкăсенче те пĕрре мар кăтартнă, Мускаври ВДНХ-ра иртекен куравра унăн ĕçĕсем çынсене тĕлĕнтернĕ. Куравсене хутшăннăшăн С.Волкова Грамотăсемпе хаклă парнесем илме тивĕç пулнă. Серафима Федотовнăна хальхи вăхăтра килĕнче ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать, 2 мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. С.Волкована 90 çулхи юбилейĕпе ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем, Волковсен, Арбузовсен, Долговсен, Александровсен çемйисем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Серафима Федотовăна çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Ендиеров килне пырсах саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Фадеевăн Тав çырăвĕсемпе, парнепе чысларĕç.
Л.АРБУЗОВА, ĕç ветеранĕ. Карапай Шăмăршă ялĕ.