Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех - ĕçкĕ сиенĕ пирки…

17 мая 2014 г.

Ĕçкĕпе иртĕхни тата XX-XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче алкоголизаци сисĕм-лех сарăлни çĕр-шывшăн чăннипех те наци хăрушлăхĕ пулса тăчĕ. Эрех-сăра виçесĕр ĕçни çынсен пурнăçне кĕскетет, усал чир-чĕре сарăлма пулăшать, преступленисен шутне ỹстерсе ярать. Ĕçкĕпе мĕнле кĕрешмелле-ха? Çак питех те кирлĕ ĕçе çемьерен, ачасенчен тата çитĕннисенчен пуçламалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, алкоголиксемпе ĕçкĕçсен пысăк пайĕ хăйсен пĕрремĕш черккине 10 çула çитичченех пушатнă. Алкоголь рынокне тĕпчекен Центр çапла пĕлтерет: уяв кунĕсем вăхăтĕнче Раççей çыннисем 1 миллиард ытла бутылка эрех-сăра ĕçеççĕ. Чăнах та, çын хăçан та пулин ĕçме пăрахатех, анчах пурăннă чухне пăрахасчĕ. Официаллă кăтартусем тăрăх, Раççейре халĕ алкоголизмпа чирлисем 10 миллион ытла шутланаççĕ. "Сăра-эрех мар", - çапла каланине час-часах илтме пулать. Сăра енне ытларах çамрăксем туртăнаççĕ. Сисмесĕрех сăра алкоголизмĕ пуçланать. Шăпах çак хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе ĕнтĕ пирĕн çĕр-шывра сăрана обществăлла вырăнсенче ĕçме чарнă. Сăра ĕçсен çын организмĕнче шăк хăвалакан эффект пуçланать, çак шĕвекпе пĕрле организмран минералсемпе витаминсем, белоксем, çусем, углеводсем, микроэлементсем тухаççĕ. Ку вара сывлăхшăн питĕ хăрушă. Арçынсен организмĕнче ар гормонийĕн фонĕ улшăнать: вăл нихăçан та ача ашшĕ пулаймасан та пултарать. Сăра туса кăларакансем хăйсен бизнесне çамрăксен шучĕпе ỹстерсе пыраççĕ. Урăхла каласан, çамрăксен телейне туртса илеççĕ, çĕр-шыва сывă ăрусăр хăварас тĕллеве пурнăçлаççĕ. Ĕçмелле-и-ха малашне? Паллах, ĕçмелле мар! Харпăр-хăйне çирĕп тытмалла, пурнăç ĕçкĕсĕрех илемлĕ пулнине, телейлĕ пуласси йăлтах хамăртан килнине пĕр самант та манмалла мар. 

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика