17 мая 2014 г.
![Çемье илемлĕ ăшă кулăпа Çемье илемлĕ ăшă кулăпа](../UserFiles/news/20140519/zags_17_maya_Preview.jpg)
Майăн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ. Çак ятпа ентешсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ăшшăн саламланă. "Çемье - ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхĕ, наци культурин, пурнăçĕн çирĕпленнĕ йăлисен, çĕнĕ ăрусем аслисен ĕçне малалла тăсмалли йĕрке управçи. Юрату тата пĕр-пĕрне хисеплесси çинче никĕсленнĕ çирĕп çемье - обществăри тăнăçлăхпа аталану,Чăваш Енпе Раççейĕн ырă пуласлăхĕн никĕсĕ", - тенĕ Республика Пуçлăхĕ. Çемье тата юрату. Çак сăмахсене ниепле те пĕр- пĕринчен уйăрма çук. Пĕр-пĕрне ĕмĕр тăрăшшĕпех юратакансем чăннипех те телейлĕ, вĕсен çемйи те çирĕп. Шăпах çакна палăртрĕç те ĕнтĕ кĕçнерни кун районти ЗАГС пайĕ ирттернĕ савăнăçлă мероприятире. Чăн малтан Шăмăршăра пурăнакан Аркадьевсен çемйине пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ ятпа - изумруд туйпа саламларĕç. Юрий Аркадьевичпа Анастасия Николаевна 55 çул хушши пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те - ял-йышра хисеплĕ çынсем. Юрий Аркадьевич чылай хушă унчченхи "Шемуршинский" совхозра водительте тата механизаторта, пенсие тухсан тата пилĕк çул арманçăра ĕçленĕ. Унăн савнă мăшăрĕ - Анастасия Николаевна- штукатур-малярта, каярахпа Шăмăршă ял Советĕнче техслужащире вăй хунă. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Телейлĕ мăшăра ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем, ачисемпе мăнукĕсем, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Вазанов чун-чĕререн саламларĕç, илемлĕ чечек çыххисемпе тата парнепе чысларĕç. Савăнăçлă мероприяти малалла тăсăлчĕ. Хальхинче çамрăк мăшăрсене - икĕ ача çуратса пурнăç парнеленĕ Кудряшовсене (Кивĕ Шăмăршă) тата Долговсене (Палтиел) чысларĕç. Светлана Кудряшовапа Ольга Долгована чаплă лару-тăрура ача амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Çемье уявне Ольга Бибукова солистка хаваслă юррисемпе тата та илемлетрĕ. Мероприятие пуçтарăннисем çакăн пек чаплă уяв туса панăшăн район администрацине, ЗАГС пайĕн ĕçченĕсене чĕререн тав турĕç.
И.АНАТКАС.