17 мая 2014 г.
Илья Михайлович Петров, 1954 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче салтак службинчен Виçпỹрт Шăмăрша таврăнсан, çемье, ял пурнăçĕпе паллашсан тарăн шухăша путнă. Паллах çак тапхăрта ял тăрăхĕнче пурăнакан хресченсене хуçалăхра çăмăл пулман. Колхозра ĕç тỹлевĕ пĕчĕк пулнă. Çулталăк вĕçленсен колхоз ĕçне хутшăнакансене ĕç кунĕ пуçне тыррине паман мар-ха, анчах ытларах пайне патшалăха леçнĕ тата МТСа, уй-хирте техника ĕçленĕшĕн натуроплата шучĕпе тỹлеме тивнĕ. Выльăх-чĕрлĕх усраканăн хăйĕн хуçалăхĕнчен патшалăха 40 кг аш-какай, 200 литр сĕт, çăмарта, çăм сутмалла пулнă. Илья хăйĕн çемйине, тăванĕсене Казахстанри çерем çĕрсене уçма каясси пирки пĕлтернĕ. Арăмĕпе амăшĕ çакна хирĕçлеме вăй çитереймен. Тен, унăн патриот туйăмĕ пысăк пулнă? Унпа пĕрле çак вăрăм çула тухма Володя Кузьмин килĕшнĕ. Вĕсем ачаранах пĕрле выляса ỹссе çитĕннĕ. 1955 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче тăван килтен пуçтарăнса вĕсем Канаш- Свердловск- Кустанай пуйăспа инçе çула тухнă. Палăртнă хулана çитсен, Совхозсен трестне кĕрсе, хăйсем мĕнле ыйтупа килнине пĕлтернĕ. Сĕтел хушшинче ларакан старшина тумне тăхăннă çамрăках мар арçын совхозсем ăçта вырнаçнине кăтартакан списокпа паллаштарнă. Икĕ юлташ тырă акса çитĕнтерекен "Сосновский" хуçалăха суйласа илнĕ. Çак хуçалăх Ментикарински районĕн территорийĕнче вырнаçнă пулнă. Автобуспа вĕсем 2 сехетрен райцентра çитнĕ. Райĕçтăвком çуртне кĕрсе, йышăну пỹлĕмĕнче ларакан секретарьтен совхоза мĕнле майпа çитесси çинчен ыйтнă. Ăнсăртран совхоз директорĕ кунтах пулни вĕсене çăмăллăх, савăнăç кỹнĕ. Хаваслă калаçу хыççăн вăл, хăйне турттаракан автомашина водительне чĕнсе, Ильяпа Володьăна 30 çухрăмри совхоз кантурне леçсе яма хушнă. Сосна ялĕнчи кантурта вĕсене хапăл тусах кĕтсе илнĕ. Кладовщик ĕç хыççăн выртса тăма раскладушка, матрас, утиял, простынь, алшăллипе тивĕçтернĕ те ялти икĕ пỹлĕмлĕ çурта пурăнма вырнаçтарнă. Сăмах май, çак тăрăхри ялсенче пурăнакансем тăмпа хăмăша хутăштарса, хĕвелпе типĕтсе хатĕрленĕ саман кир- пĕчрен тунă çуртсенче пурăннă. Икĕ кун каннă хыççăн вĕсене кантура чĕнтернĕ. Пурнăçа йĕркелесе яма 400-шер тенкĕ укçа панă, ĕçпе тивĕçтернине пĕлтернĕ. Малтанласа вĕсене хуçалăх валли кỹлĕ хĕрринче çавапа хăмăш çулса хатĕрлекен бригадăна явăçтарнă. Ун хыççăн вăрманта йывăç касса хатĕр-лекен бригадăра ĕçлеме тỹр килнĕ. Апрель уйăхĕнче Илья Петрова директора турттаракан çăмăл автомашинăпа çỹреме çирĕплетнĕ. Володя Кузьмина вара тырă упракан склад заведующийĕн ĕçне пурнăçлама шаннă. Çак уйăхра хуçалăха гусеницăллă çĕнĕ 18 трактор тата ытти ĕç хатĕрĕсем килсе çитнĕ. Уй-хирте çурхи ĕçсем пуçланас умĕн Илья директора трактор рычагĕ умне ларас шухăшне пĕлтерет. Çапла вара вăл часах тракторист ĕçне пуçăнать. Совхозри виçĕ уй-хир бригадине 6-шар трактор çирĕплетнĕ. Çурхи ĕçсем çерем çĕре сухалассинчен пуçланнă. Белоруссирен, Молдавирен, Украинăран килнĕ трактористсем икшер сменăпа канăçа пĕлмесĕр вăй хунă. Çав хушăрах çут çанталăк илемĕпе киленмешкĕн те вăхăт тупнă. Кỹлĕ çумĕнчи хăмăшлăхра вĕçен кайăксем çăмарта туса чĕпĕ кăларнă. Кỹлĕре тĕрлĕ пулă ĕрченĕ. Уйра мулкач, тилĕ, кашкăр, арлан, тыркас йышĕ те сахал мар пулнă. 1955 çулта совхозра 18 пин гектар çĕре сухаласа çурхи тулă акса çитĕнтернĕ. Илья каланă тăрăх, çак çул уй-хиртен пысăк тухăç илеймен. Тен çакă çур аки ĕçĕсем вăраха тăсăлнипе çыхăннă? Акса çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртнĕ. Çак çул Илья Петров Канашри элеватор урлă çемйине тỹлевсĕр пĕр тонна тырă илме пулăшнă. Уй-хир пушансан, хуçалăхри механизаторсем çĕртме сухинче ĕçленĕ. 1956 çулта хуçалăхра кашни гектартан 20-шер центнер тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Тĕшĕленĕ тырра комбайнсен айĕнчен йĕтем çине салтаксем хăйсене çирĕплетсе панă машинăсемпе турттарса бурта хывнă. Белоруссирен, Украинăран тыр-пул пухса кĕртме килнĕ хĕрсем хуçалăха пысăк пулăшу кỹнĕ. Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен салтаксем машинăсене совхоз территорийĕнчех лартса хăварнă. Тыр-пул пухса кĕртсен хуçалăхра пысăк уяв туса ирттернĕ. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе чысланă. Илья трактор çинчен тепĕр хут машина рулĕ умне ларнă, ЗИЛ-5 автомашинăпа хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă. Хуçалăхра строительство ĕçĕсем анлă пуçланнă. Рабочисем валли çурт-йĕр, мăйракаллă выльăх-чĕрлĕх усрама витесем, техникăна упрама хăтлă гаражсем тăвас ĕçе пуçăннă. Культурăпа кану çурчĕсем, шкулсем, медицина пункчĕсем тăвассине тĕпе хунă. Кустанай хулинчи автобазăран килнĕ водительсем бурта хывнă тырра элеватора тата спирт заводне леçнĕ. Çак çул Виçпỹрт Шăмăршă каччи Владимир Константинович Кузьмин Украина хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вăл кунтах тĕпленсе пурăнма тĕллев лартнă. Илья та хăйĕн çывăх çыннисене: арăмне- Ольга Кузьминичнăна Ленăпа Володя ачисемпе,тата амăшне Кустанай облаçне куçса килме ỹкĕтленĕ. Анчах вĕсем ялтан инçе çула тухса кайма иккĕленсе тăнă. 1958 çулта Илья Михайловича пурнăç урапи Семипалатинск хулине илсе çитернĕ. Кунта вăл пĕр автобазăра ĕç вырăнĕ тупнă. Çак çул унăн çемйи те кунта куçса килнĕ. Мăшăрĕ, Ольга, çăкăр пĕçерекен завода ĕçе вырнаçнă. Лена хĕрĕ пĕрремĕш класа шкула çỹреме пуçланă. Чăваш хĕр ачине вырăс шкулĕнче вĕренỹ çулне пуçлани паянхи кунчченех асра юлнă. Анчах кунти пурнăç Ольга Кузьминичнăна килĕшсех кайман, тата ытти сăлтавсем те унăн чĕрине пăшăрхантарнă, хумхантарнă. Вĕсем Виçпỹрт Шăмăрша каялла таврăннă. Ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн вăл сахал мар тертленнĕ. Йывăрлăха чăтса ирттернĕ. Колхоз ĕçĕнче сахал мар вăй хунă. Пурнăçра çынна чи кирли сывлăх, çемье ăшши тата çуралса ỹснĕ тăван çĕр-шыв тесе ахаль каламаççĕ халăхра. Паллах, Илья Михайлович инçетре пĕччен пурăнман, вырăс хĕрарăмĕпе пĕрлешсе пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Анчах унăн чĕрине яланах, ĕçрен таврăнсан, тунсăх пуснă, вăл канăçа çухатнă. 36 çул иртсен яла таврăнас ĕмĕт çуралнă. 1991 çулта вăл яла таврăнма вăй-хăват çитернĕ. Арăмĕ, Ольга, ачисем Ленăпа Володя ăна йышăннă. Каçарнă. Паян 84 çулхи Илья Петров Лена хĕрĕпе тата Володя ывăлĕ- пе туслă çыхăну тытать. Вĕсем пурришĕн савăнать. Мăнукĕсене курса йăпанать. Вăл хастар ĕçленĕшĕн правительство наградисене те илме тивĕçнĕ. Çерем çĕр уçмашкăн пирĕн районтан чылай çамрăк хутшăннă, кашнин пирки ыррине кăна калама пулать. Вĕсем шанăçа тỹрре кăларнă, çак пархатарлă ĕçе хăйсен тỹпине хывнă, çĕр-шыва усă кỹнĕ.
М.ЗАХАРОВ, тавра пĕлỹçĕ.