17 мая 2014 г.
Хуть те мĕн калăр та, анчах ватлăхăн та хăйне евĕр илемĕ пур. Куç тулли ачасем, "асатте", "кукаçи" е "асанне", "кукамай" тесе чĕкеç чĕппи пек чĕвĕлтетекен мăнуксем, урампа пынă чух çынсем пуç тайса сывлăх сунни пурнăç ахаль иртменнине яр уççăн çирĕплетеççĕ. Çакăн пирки шухăшлать те Нина Никандровна, пит-куçĕнче савăнăç шевли выляса илет. Çапла, ахаль иртмерĕ ун пурнăçĕ, йывăррине, хуйхи-суйхине çителĕклех курнă пулин те ырри ытларах асра юлнă. 1934 çулхи майăн 15-мĕшĕнче Патирек ялĕнче, Никандр Авксентьев хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ вăл. Унăн ашшĕ - паллă чăваш писателĕн Çтаппан Лашманăн тăван шăллĕ. Авксентьевсен йăхĕ ялта ĕçченлĕхпе, тирпейлĕхпе тата тỹрĕ кăмăллă пулнипе палăрса тăнă. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланать. Ашшĕне тỹрех фронта илеççĕ. Пĕчĕк Нинук тантăшĕсемпе пĕрле колхоз хирне пучах пуçтарма çỹрет, амăшĕ ăна çурлапа тырă вырма та, кĕлте çыхма та вĕрентет. Хĕр ачасем пулин те, лаша е вăкăр кỹлме те вĕреннĕ вăрçă çулĕсенче. Выçăллă-тутăллă ĕçлесе вăрçă ачисем те Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă. Мĕнле йывăр пулсан та, Нина шкулта лайăх вĕренме тăрăшнă. Кỹршĕри Палтиел шкулĕнче 7 класс пĕтерсен тăван колхозра ĕçлет. Уй-хир бригадинчи чи лайăх колхозницăсен шутĕнче пулнă. 1956 çулта чипер те ĕçчен хĕре ялти маттур йĕкĕт Геннадий Калашников килĕштерет, çамрăксем туй туса пĕрлешеççĕ. 1964 çулта Калашниковсем Шăмăрша куçса килеççĕ те, район центрĕнче çурт туянаççĕ. Нина Никандровна районти промышленноç комбинатĕнче, унтан тĕрлĕ учрежденисемпе организацисенче техслужащире вăй хурать. Ăçта кăна ĕçлесен те, Н.Калашникова хăй хыççăн ырă ят хăварнă. Çакна Хисеп хучĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 46 çулпа танлашать. Тăван çĕр-шыв Н.Калашникована "Ĕç ветеранĕ", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнĕ ятпа" тата "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа" медальсемпе наградăланă, "Тыл ветеранĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Мăшăрĕпе - Геннадий Ивановичпа иккĕшĕ виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ, пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Асли - Слава - Львоври политикăн Аслă çар училищине пĕтернĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва кайичченех Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ. Хальхи вăхăтра вăл - отставкăри подполковник. Иккĕмĕш ывăлĕ - Владислав - Самар хулинчи çар медицинин академийĕнчен вĕренсе тухнă. Хирург. Шупашкар хулинчи паллă тухтăрсенчен пĕри, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Хĕрĕ - Елена - Шупашкарти пĕр больницăра медицина сестри пулса ĕçлет. Коллективра ырă ятлă çын. Геннадий Ивановичпа Нина Никандровнана савăнтарса 4 мăнук çитĕнет. Аслă мăнукĕ - велоспорт енĕпе спорт мастерĕ, халĕ Америкăра ĕçлесе пурăнать. Ытти мăнукĕсем те Калашниковсен ятне ямаççĕ. Нина Никандровна майăн 15-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, мĕн пур тăванĕ чун-чĕререн саламлаççĕ, тата та нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
С.ИВАНОВ.