Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен - малтисен шутĕнче

21 мая 2014 г.

 РАÇÇЕЙ ПРАВИТЕЛЬСТВИ виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъекчĕсен влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтинга палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн майăн 14-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче çак рейтинга кĕскен тишкерсе тухнă. - 11 кăтартăва эпир туллин пурнăçланă, - тенĕ М.Игнатьев. - 2012 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр Чăваш Ен рейтингра хăйĕн позицине самай лайăхлатнă - 20-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Ỹсĕмлĕ кăтартусен шутĕнче Михаил Васильевич пĕчĕк бизнес продукцийĕн çаврăнăшĕ ỹснине палăртнă. Бюджета хывакан налуксен калăпăшĕ пысăкланни те лайăх. Çурт-йĕр ытларах хута янă, ĕçсĕрлĕхе чакарнă. Халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăмсем те çынсем влаç органĕсене шанасси ỹснине çирĕплетеççĕ. Çынсен пурнăç тăршшĕпе (вăтамран 74,3 çул) çыхăннă кăтартупа республика малтисен шутне кĕме пултарнă. Патшалăх парăмне те чакарнă. Çак кунсенче Раççей Правительстви регионсене пулăшма хушма укçа уйăрмашкăн йышăннă. ЖКХна реформăлама пулăшакан фондран Чăваш Ен те тата 462 млн.тенкĕ илет, пĕтĕмпе 2 млрд. та 15 млн. тенкĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика