Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертỹçисем канашланă

21 мая 2014 г.

 Майăн 16-мĕшĕнче район администрацийĕнче шкулчченхи пĕлỹ учрежденийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Канашлура шкулчченхи учрежденисенчи апатлану хакне палăртнă. Ашшĕ-амăшĕн садике çỹрекен ачашăн кунне 42 тенкĕ тỹлемелле. Ку кăтарту -  республикăра чи пĕчĕккисен шутĕнче. Апла пулин те хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çак укçана вăхăтра тỹлемест, çавна май садик валли апат-çимĕç продукчĕсем туяннă чухне проблемăсем пулаççĕ. Канашлура ĕç укçин ыйтăвне те çĕкленĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн ертỹçи Н.Игнатьева каланă тăрăх, кăçалхи тăватă уйăхра кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 19 пин те 352 тенкĕ- пе танлашнă. Ача сачĕсен ертỹçисем ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика