Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино уявĕ уçăлнă

21 мая 2014 г.

 "ÇЕÇПĔЛ" кинотеатрта чаплă лару-тăрура халăхсен хушшинчи VII Шупашкар кинофес-тивалĕ уçăлнă. 2008 çултанпа Чăваш Ен тĕп хулинче иртекен кино уявĕ - республикăн культура пурнăçĕнчи чи çутă пулăмсенчен пĕри. Конкурс программине Лариса Садиловăн "Она" илемлĕ фильмĕ уçнă. "Фестивальсен фестивальне" уçаканĕ - Алексей Герман режиссерăн "Трудно быть Богом" ĕçĕ. Йĕркелỹçĕсем пĕр эрнене тăсăлакан кино уявĕ пуриншĕн те кăсăклă иртессе шантараççĕ. Куракансем тỹлевсĕрех çĕнĕ фильмсем пăхма, курав-презентацисемпе паллашма, паллă артистсемпе тĕл пулма пултарĕç. "Мосфильм: 90 çул" ятарлă программăра "Мосфильм" киностудин халăх юратакан фильмĕсене кăтартĕç. Кăçалхи кинофестиваль халĕччен пулманнипе тĕлĕнтернĕ. Сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă фестиваль программине Чăваш кинематографисчĕсен союзĕн фильмĕсене те кĕртнĕ. Чăваш Республикин Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн кинозалĕнче Владимир Синяевăн "Последняя кража" тата Вячеслав Ориновăн "Манăн та телейлĕ пулас килет" илемлĕ фильмĕсене кăтартнă. Çитес кунсенче Владимир Карсаковăн "Юхха" тата Александр Степанов-Пăрттан "Чупкăн", "Франци хĕрĕ тыткăнларĕ чĕрене" фильмĕсем экрансем çине тухĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика