Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци пырать

21 мая 2014 г.

 Уйрăм çынсен тракторĕсемпе прицепĕсене тата хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техника хатĕрĕсене вĕсен юсавлăхĕ, хăрушсăрлăх шайĕ мĕнле шайра пулнине, ĕç сыхлавне пăхăннине тĕрĕслес тĕлĕшпе республикăра, вăл шутра пирĕн районта та кашни çулах "Частник" операци иртет. Кăçал вăл майăн 8-мĕшĕнче пуçланчĕ, майăн 25-мĕшĕччен тăсăлать. Патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕ çакăн çинчен аса илтерет:

тракторсене, строительствăра тата çул-йĕр тунă-юсанă çĕрте ĕçлекен техникăна, комбайнсене, кăкарса çỹремелли тĕрлĕ йышши прицепсене кашни çулах техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла;

тĕрĕслев витĕр тухнă техникăна 10 кун хушшинче регистрацилемелле.

Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшỹллĕн штраф тỹлеттереççĕ: уйрăм çынсене 1500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран;

должноçри çынсене 2000 тенкĕрен тытăнса 3500 тенке çити;

юридици сăпатлă çынсене 5000 тенкĕрен пуçласа 10000 пин тенкĕ таранах.

В.МАТВЕЕВ, патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика