Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыв аталанăвĕшĕн ĕçленĕ

21 мая 2014 г.

Çерем çĕрсене уçнăранпа хăйне евĕр юбилей çитнĕ май, куç умне хамăн çамрăклăхăмри манăçми тапхăр тухса тăрать.1958 çулхи июль уйăхĕнче мана, вăрман хуçалăхĕнче водительте ĕçлекенскере, директор хăй патне чĕнтерсе илчĕ. Ун кабинетĕнче Иван Шмелев водитель те пурччĕ. - Казахстанри "Рублевка" совхоза пирĕн предприятирен водитель стажĕллĕ икĕ çамрăка ямалла, - терĕ директор. - Çула хăвăра çирĕплетнĕ автомашинăсемпех тухмалла. Вырăна çитсен сирĕн çĕнĕ çеремсем çинче ỹстернĕ тырра йĕтеме е элеватора турттармалла пулать... Тепĕр кун ир-ирех Шмелевпа иксĕмĕр хамăрăн ЗИС-150 автомашинăсемпе Улатăрти чукун çул станцийĕ еннелле çул тытрăмăр. Унта эпир хамăрăн техникăна пăравус платформи çине хăпартса лартрăмăр (Чăваш АССРĕнчен пурĕ 100 автомашина) . Пилĕк талăк кайнă хыççăн Казахстанри Советская районĕнчи - вăл Петрозаводск хули çывăхĕнче вырнаçнă - "Рублевка" совхоза çитрĕмĕр. Унта пире, водительсене, хамăр автомашинăсемпе тĕрлĕ уйрăмсенче ĕçлеме çирĕплетрĕç. Иванпа иксĕмĕре тĕп усадьбăра хăварчĕç. Вырма ĕçĕсем пуçланиччен эпир силос траншейисем патне ешĕл масса, çулсем тума вакă чулсем турттартăмăр. Тырçи тапхăрĕ тытăнсан йĕтемре тасатнă тырра 60 çухрăмри элеватора леçме пуçларăмăр (хăш-пĕри уй-хиртен, СК-3 тата СК-4 комбайнсем патĕнчен тырра йĕтеме турттарса тăратчĕ). Элеватор умĕнче черет вăрăма тăсăлатчĕ -  300-400 автомашина таранахчĕ. Пирĕн вара, Чăваш Енрен пынă çамрăк водительсен, тырра хăвăртрах пушатса ытларах рей тăвас, укçа-тенкĕ нумайрах ĕçлесе илес килетчĕ. Водитель алла кĕреçе тытса тырра хăйех пушатма килĕшсен, тулли автомашинăна черетсĕрех тепĕр алăкран кĕртсе яратчĕç. Эпир шăпах çапла тунă та. Çавна май элеватора рейссем те ытларах тăваттăмăр. Эпир хăмаран тунă будкăра çĕр каçаттăмăр. Совхоз столовăйĕнче пире кунне виçĕ хутчен çитеретчĕç. Тĕпрен илсен, паççулккăра ытларах казахсем тата Атăлçи нимĕçĕсем пурăнатчĕç. Вырма ĕçĕсем октябрь вĕçленичченех пычĕç. Ĕçшĕн пире лайăх тỹлерĕç: 8500 тенкĕ укçа пачĕç тата 4 тонна таса тулă уйăрчĕç. Çак тырра хамăр автомашина çинех тиерĕмĕр, çиелтен брезентпа витрĕмĕр. Улатăрти чугун çул станцине пăравуспа çитрĕмĕр (автомашинăсем - платформа çинче). Тепĕр çул хамăн çемье валли Казахстанра ĕçлесе илнĕ укçапа çĕнĕ пỹрт лартма май килчĕ. Паллах, тыррăн пĕр пайне сутнă е строительство материалĕсемпе ылмаштарнă. Казахстанра ĕçленĕ тапхăра яланах ырăпа кăна аса илетĕп. Юлташăмсемпе пĕрле çĕнĕ çерем çĕрĕсене уçма хутшăнни, аякри вырăнсенче Тăван çĕр-шыв аталанăвĕшĕн вăй хуни чун-чĕрере мăнаçлăх çĕклет. 

А.САЧКОВ, ĕç ветеранĕ. Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика