21 мая 2014 г.
![Кивчукалсем ентеше манмаççĕ Кивчукалсем ентеше манмаççĕ](../UserFiles/news/20140521/krikin_21_maya_Preview.jpg)
Кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕ Кивĕ Чукалта пурăнакансемшĕн тепĕр паллă пулăмпа та асра юлчĕ. Майăн 9-мĕшĕнче кунта çак ялта çуралса ỹснĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Павел Тимофеевич Крикин фронтовик пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç. Ку ĕçе "Единая Россия" партин Кивĕ Чукалти пуçламăш уйрăмĕ пуçарнипе, унăн секретарĕ, партин районти уйрăмĕн членĕ Людмила Карзанова тỹрремĕнех хутшăнса тата укçа-тенкĕпе пулăшнипе йĕркелеме май килнĕ. Павел Крикин, Кивĕ Чукалта 1917 çулта çуралнăскер, хăйĕн Аслă вăрçă хыççăн пурнăçне çĕр-шыври Хĕç-пăшаллă Вăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă. 1932 çулта Шамкайри вăтам шкула пĕтерсен Павел Тимофеевич Кивĕ Чукал ял Совечĕн счетовочĕнче ĕçлеме пуçланă. 1936-1938 çулсенче вара Шăмăршă районĕн финанс пайĕн бюджет енĕпе ĕçлекен инспекторĕнче тăрăшнă, унтан 1940 çулччен ку пайăн тĕп бухгалтерĕнче вăй хунă. Часах пултаруллă шут ĕçĕн ăстине районти промышленноç комбиначĕн управляющийĕ пулма уйăрса лартаççĕ. 1942 çулта П.Крикин фронта тухса каять. 6 уйăх хушши политсостав хатĕрлекен курсра вĕреннĕ хыççăн, Хĕвел Анăç фрончĕн 252-мĕш танк бригадин Мотострелковăй уйрăм батальонĕнчи комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шанаççĕ. 1943 çултан пуçласа 1946 çулччен, Хĕвел анăç тата Белорусси фрончĕсенче 34-мĕш зенитлă артиллери дивизийĕн комсомол енĕпе ĕçлекен начальникĕн пулăшуçинче, çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕтĕм вăй-халĕпе пĕлĕвне панă. Вăрçă хыççăн пирĕн ентеш хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпех малалла тăснă. 1946-1950 çулсенче Белорусси çар округĕн Брест хулинчи финанс пайĕн начальникĕ, унтан 1954 çулччен Белорусси çар округĕн Минск хулинчи Политуправлени пайĕн аслă инспектор-ревизорĕ. 1964 çултан пуçласа 1970 çулччен çĕр-шыври Хĕç-пăшаллă Вăйсен тĕрлĕ чаçĕсенче тĕп бухгалтерта, финанс пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. П.Т.Крикин подполковник, кирек мĕнле должноçра пулнине пăхмасăр, хăйĕн вăй-халне тата пĕлĕвĕпе ăсталăхне служба тивĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă çĕре янă. Коллективри личнăй состава воспитани парас енĕпе обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă. Нумай вăхăт хушши шанса панă ĕçсене тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн Павел Тимофеевича Тăван çĕр-шыв Хĕрлĕ Çăлтăр тата Отечественнăй вăрçăн II степень орденĕсемпе, темиçе медальпе наградăланă. Çакăн çинчен Асăну хăмине уçма пынă Павел Тимофеевичăн ялти тăванĕсемпе çывăх çыннисене Галина Мишкина тавра пĕлỹçĕ каласа кăтартрĕ. "Çак çуртра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Павел Тимофеевич Крикин подполковник çуралса ỹснĕ" тесе çырнă Асăну хăмине Кивĕ Чукалти Партизан урамĕнчи 36-мĕш çурт çине вырнаçтарчĕç. Ял çыннисемпе П.Крикинăн çывăх тăванĕсем çак хумхануллă саманта йĕркелесе спонсор пулса пулăшнăшăн тата хастар ентеш ятне асăнмалăх упраса-асăнса тăма май туса панăшăн Людмила Карзанована чунтан-чĕререн тав турĕç. Сăмах май каласан, ку "Единая Россия" партин Кивĕ Чукалти уйрăмĕ пуçарнипе вырнаçтарнă иккĕмĕш Асăну хăми. Икĕ çул каялла çакăн пек Асăну хăмине ялти чи малтанхи тата халĕчченех упранса юлнă шкул çурчĕ çинче те уçнăччĕ.
П.ФОМИН. Кивĕ Чукал ялĕ.