21 мая 2014 г.
Ун çине пăхатăн та, сăн-питĕнче те, куçĕ çинче те хĕвел шевли вылянине, тутисем ăшшăн та ачашшăн кулса тăнине куратăн. Акă кам умĕнчен ватлăх пăрăнса иртет! Ара, ăçтан-ха ăна сакăр вунна çитнĕ тейĕн? Çулĕсене кура мар, утти çирĕп те тăн-тăн, кашни хусканăвĕ вырăнлă. Нушине вара, пурнăç пăрăнăçне сахал мар курнă, тỹссе ирттернĕ Шăмăршăра пурăнакан Федора Пантелеймоновна Кузнецова. Чимĕр-ха, йĕркеперĕн хăйĕнчен ыйтса пĕлер-ха, тăванăмăрсем.
1. "Вун иккĕрех çăпата тума вĕрентĕм..." "80 çул! Пĕр шутласан, питĕ нумай пек, анчах мĕнле хăвăрт иртсе кайрĕç-ха çав çулсем! Ăсчахсем çын ĕмĕрĕ 100 çул теççĕ, эппин, тăватă пайĕ иртсе кайнă та иккен! Пурнăç çулĕн вĕçĕ те курăнма пуçларĕ. Ачалăх пирки. Паян 70, 80, 90 çул тултаракан çынсен ачалăхĕ пĕр евĕрлĕрех. Нумаях пулмасть район хаçатĕнче Тури Чаткасри М.Н.Ухваркинăн аса илĕвне вуласа тухрăмăр. Çак статьяра выçăллă-тутăллă, нушаллă ачалăх çинчен çырнине вуларăмăр та эпир - çитмĕлтен иртнĕ пилĕк пĕр тăван - куçсене шăла-шăла илтĕмĕр. Çав тери нушаллă иртрĕ çав ачалăхăмăр. Çемьере 4 хĕрпе 1 ывăл, анне, асанне. Атте вăрçă пуçланнă çул йывăр чирлесе çĕре кĕчĕ. Ăна Улатăра, окоп чавакансем патне колхоз апат-çимĕç леçме янă пулнă, вăл конюхра ĕçленĕ. Çул çинче лаша чирлесе ỹкет, ăна мĕнле пулсан та киле илсе çитерес тесе атте лашине хăйĕн чаппанĕпе витет. Хăй вара 40 градус ытла сивĕре хытă шăнать, ỹпкине илет. Çапла вара ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ вун иккĕрех çăпата тума вĕрентĕм. Анне пушăтне хатĕрлесе хуратчĕ, кантрине яватчĕ. Эпĕ шкултан таврăнсан çăпатине хуçса, тупанне тавăрса калăпа тăхăнтартсан ыттине анне хăех тăватчĕ. Ачалăхри нушана аса илсен куççуль тухать, чĕре сиксе ыратма пуçлать. Эпир курнă нушана хальхи çамрăксем ăнланмаççĕ, паянхи пурнăçа хурлаççĕ. Паянхи пурнăç пирĕншĕн - чăн-чăн ырлăх. Сывлăх хавшани кăна пăшăрхантарать".
2. "Колхоз хирĕнче пучах пуçтараттăмăр..." "Ачаллах колхоз ĕçне хутшăннă. Тырра çурлапа выраттăмăр, кашни çынна пай уйăрса панă. Ĕçрен киле каяс умĕн анне пире, вырнă ана çинче пучах ỹксе юлман-и, тесе тепĕр хут тĕрĕслеттеретчĕ. Правлени умĕнчи стендра "Молния" текен листовка çакăнса тăратчĕ, унта камăн ани çинче миçе пучах тупнине тата кам тирпейлĕ те тăрăшса ĕçленине çыратчĕç. Никамăн та намăса юлас килмен. Халĕ комбайн вырса кайнă хыççăн пĕр-икĕ эрнерен хирте ятарласа акнă пек калча шăтса тухать. Эпир вара пĕр пучахшăн хыпса çуннă..."
3. "Вĕрентĕм, çын пулма тăрăшрăм" "Малтан Канашри икĕ çул вĕренмелли институтра естествознанипе географи факультетне пĕтертĕм. Пире - 60 çынна - институт пĕтерсенех направленипе Красноярск крайне ĕçлеме ячĕç. Çапла 19 çул тултарнă хĕрĕн Шушенск хулинчен инçе мар Каратузски районĕнче виçĕ çул ĕçлеме тиврĕ. Тĕлĕнмелле ырă çынсемччĕ! Мана "российская" тетчĕç. Мĕншĕн тесен Раççее Урал тăвĕнчен сулахайри çĕрсем çеç кĕнĕ. Чăваш кам вăл, мĕнле халăх? Мана калаçса кăтартма ыйтатчĕç. Çапла пĕрре радиоприемникпе "Вĕç-вĕç, куккук" юрра шăрантарнă. Çав юрра итлеме мана завуч урокранах чĕнсе кăларнăччĕ. Направленипе палăртнă срок вĕçленсен, мана ярасшăн марччĕ, юлма тархасласах ыйтрĕç. Анчах манăн хам çуралнă Чăваш çĕр-шывне таврăнас килетчĕ. Вĕрентекенсем, ачасем, ашшĕ-амăшĕ мана кучченеçĕсем парсах ăсатса ячĕç..."
4. "Кашни кун - ачасемпе пĕрле" "1956 çулта Васанти 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçларăм. Сехетсем сахалччĕ, тата тỹлевсĕрех пионервожатăй пулса ĕçлерĕм. Халĕ эпĕ вĕрентнĕ ачасем хăйсем те ватăлчĕç ĕнтĕ. Пурнăç ялан малалла, çулсем юлаççĕ хыçала. Шкулта пуканесен театрĕ йĕркелесе ятăмăр. Çак театра аса илекенсем халĕ те пур-ха. Çак шкултах завуч пулса ĕçлеме шанчĕç. Тата çулталăк хушши, И.М.Савельев директор чирлесе больницăра сипленнĕ чухне, ертỹçĕ "лавне" те хамах туртса пытăм. Завучра 3 çул ĕçлерĕм. Мăшăрăм Шăмăршăри комбинатра ĕçлеме тытăнсан, 1964 çулта, район центрĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçларăм. Шупашкарти пединститутран заочно вĕренсе тухрăм. Эпĕ хам ĕçленĕ çулсенче яланах класс ертỹçи пулнă. Ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре класс ертỹçин ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине ăнланнă. Çав çулсенче район хаçатĕнче воспитани темипе статья хыççăн статья пичетлеттĕм. Ашшĕ-амăшĕ ман статьясене вулани, ырлани кăмăла çĕклетчĕ. Çак статьясене пухусенче сỹтсе яваттăмăр. Хаçата çырас ĕçе шкул ачисене те явăçтараттăм. Пионерсен çуртĕнче "Пичет тусĕсем" кружок ертсе пытăм. Республикăри "Пионер сасси" хаçатра нумай статья пичетленчĕ. 13 çул хушши шкулти профсоюз организацине ертсе пытăм. Шкулта право йĕркине пăсакан ачасем сахал марччĕ. Çав ачасемпе ĕçлеме "Забота" кружок йĕркелесе ертсе пытăм. Ачасемпе вăрçăнса мар, ăшă сăмахпа ăнлантарса калаçма тăрăшнă. "Йывăр" ачасенчен пĕри салтакран çыру та янăччĕ, тỹрĕ çул çине тухма пулăшнăшăн мана чĕререн тав тунă. Хаçатпа эпĕ халĕ те тачă çыхăну тытатăп, журналистсем маншăн пĕр коллективри çынсем пекех çывăххăн туйăнаççĕ. Вулакансем те, чылай хушă çырмасăр тăрсан, "Мĕншĕн çырмастăр"? теççĕ. Манăн лайăххине курсан хаваспах çырас килет, тепĕр чух çитмелĕхсене те курмасăр иртместĕп. Эпĕ яланах мĕнле те пулин обществăлла ĕç пурнăçланă. Халĕ те, шкула чĕнсен, хаваспах каятăп. Ырă канашпа пулăшма тăрăшатăп. Районти ветерансен канашĕн ертỹçин çумĕнче ĕçленĕ май, тĕрлĕ ĕçе хутшăнатăп. Хам вĕрентсе кăларнă çынсемпе (маншăн вĕсем ĕмĕрех ачасем) çыхăну тытатăп. Акă районти больницăн тĕп врачĕпе И.А.Смирновапа ветерансене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яватпăр. Пенси фончĕн районти ертỹçи О.В.Никифорова та манăн сĕнỹсене шута илни савăнтарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев та ветерансемшĕн нумай тăрăшать, пирĕнпе яланах ăшшăн калаçать. Манăн ĕçе асăрхамасăр хăвармарĕç. 1987 çулта сăнăма районти Хисеп хăми çине кĕртнĕччĕ, 1974 çулта "Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентсе ĕçĕн отличникĕ" хисеплĕ ятпа чысларĕç. "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăларĕç. Республикăри тата районти тĕрлĕ органсен Хисеп грамотисем чылай. Пĕрле ĕçленĕ юлташăмсем (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) яланах асăмра. Чи çывăх юлташăм З.М.Любимова, шкул директорĕ И.М.Соргин, М.Н.Никифоров завуч, М.В.Ермошкин, О.А.Волкова, З.Г.Журавлева тата ыттисем чĕререн тухмаççĕ. Пурăнакан пенсионер учительсемпе те, халĕ шкулта ĕçлекенсемпе те çывăх çыхăну тытатăп. Ĕçре яланах тỹрĕ кăмăллă пулма тăрăшрăм. Хамран мĕн килнине яланах пурнăçланă. Хам вĕрентнĕ ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ курсанах ăшшăн калаçаççĕ, сывлăх сунаççĕ. Ял халăхĕ мана икĕ хутчен депутата суйласа хисеп турĕ. Депутат тивĕçне те тỹрĕ чунпа пурнăçланă. Район администрацийĕ мана кашни уявпах саламлать, мана хисеп тунăшăн район ертỹçисене чĕререн тав тăватăп. Мăшăрăмпа - Михаил Кирилловичпа 47 çул пĕрле пурăнса икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр, пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Вĕсем пурте çемьеллĕ, ĕçлеççĕ. Манăн 4 мăнук, 1 кĕçĕн мăнук. Ачасемпе мăнуксем пулăшсах тăраççĕ. Кашни кунах телефонпа шăнкăравласа манăн сывлăхпа кăсăкланаççĕ. Пурнăçри юлташăм çĕре кĕнĕ хыççăн мăшăр çунатран пĕри татăлса ỹкнĕ пекех туйăнчĕ. Ачасем, ырă çынсем çухалса кайма памарĕç, йывăр чухне ырă сăмахпа хавхалантарчĕç. 80 çул пурăнтăм пулсан та, мана пурнăç йăлăхтарса çитермерĕ. Манăн пурнăç çулĕн вĕçне кăштах та пулин тăсас килет. Çут çанталăк панă ырлăхпа, ачасемпе, мăнуксемпе, хамăн тăвансемпе, тус-юлташпа ытларах савăнса пурăнас килет. Ĕмĕр иккĕ килмест, хамăн ĕмĕре лайăхрах пурăнса ирттересчĕ!"
ЮБИЛЯРПА ИВАН АНАТКАС КАЛАÇНĂ.