24 мая 2014 г.
ВДПОн вырăнти уйрăмĕ надзор ĕç-хĕлĕн службипе тата пушар чаçĕпе, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕпе пĕрле пушар хăрушсăрлăхĕн тематикипе ача-пăча творчествин Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн районти тапхăрĕн мероприятине йĕркелерĕ. Кăçал январь-апрель уйăхĕ-сенче ирттернĕ çак конкурса районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 12 шкул тата 8 ача сачĕ хутшăнчĕ. Конкурс комиссийĕ - ун йышĕнче çỹлерех асăннă учрежденисен представителĕсем пулчĕç - 42 ачан 46 ỹкерчĕкне йышăнчĕ. Комисси кашни ĕçе тĕплĕн тишкерчĕ, ỹкерчĕксене çĕнĕлĕх, сюжетпа тематика, ỹкерес ăсталăх, ачасен ỹсĕмĕ тăрăх пăхса хакларĕ. Уйрăмах Анат Чаткасри тĕп шкулти тата çак ялти "Чебурашка" ача сачĕнчи, Асанкассинчи пуçламăш шкул - ача сачĕнчи, Васанти "Улыбка", Шăмăршăри "Сказка", "Ромашка", "Аленушка" ача сачĕсенчи ачасен ỹкерчĕкĕсене лайăх енĕпе палăртмалла.
И.КРЫЛОВА, ВДПОн районти уйрăмĕн председателĕ.