24 мая 2014 г.
Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывсене те шеллемест. Унăн тĕллĕвĕ - çынсене, обществăна хăратса пусмăрласси. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Енчен те эсир террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла? Паллах, чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ пăрăхĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сỹнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле, чỹречесене карăсемпе хупламалла. Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухмалла. Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытăр, çăлакан службăсен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетĕр, террористсен çулне пỹлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшăр. Инкекрен сыхланни ытти чухне те кирлĕ. Урамра е хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертỹçине пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çỹрене пĕлтермелле. Уйрăмах карас телефонĕпе, радио-çыхăну хатĕрĕсемпе усă курни вырăнсăр. Полици сотрудникĕ киличчен пăрахса ан кайăр.
С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.