Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Взрыв хатĕрĕсем упраççĕ-и? Полицие пĕлтерĕр!

24 мая 2014 г.

 Вăл е ку преступлени пулса иртсен, саккунпа килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçараççĕ, следстви тĕпчевне ирттереççĕ. Материалсене суда тăратиччен полици сотрудникĕсен самаях ĕçлеме тивет. Следстви ĕçĕ пынă тапхăрта айăплă тесе шутлакан çынна е свидетеле айккинчен хăратакан, допрос вăхăтĕнче суя кăтартусем пама хистекен çынсем те тĕл пулкалаççĕ. Паллах, вĕсем чăнлăха хупласа хăварма, уголовлă ĕç тĕпчевне чăрмавсем кỹрсе, ăна "тормоз йĕрĕ" çине куçарма хăтланаççĕ. Анчах та çакнашкал çынсен "тăрăшулăхĕ"- кăлăхах. Мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе, полици сотрудникĕсем уголовлă ĕçе вĕçне çитерсе материалсене суда тăратаççĕ, айăплисем суд сакки çине те лараççĕ... Енчен те сире следстви тĕпчевĕ пынă вăхăтра хăратаççĕ пулсан, кунашкал çынсем пирки полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне 2-33-73, уголовлă шырав службине 2-33-74 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр. Çавăн пекех 020 номерпе сотовăй телефонпа та пĕлтерме пулать. Хăш-пĕр килте саккуна пăсса хĕç-пăшал, патронсем е взрыв хатĕрĕсем упрама пултараççĕ. Çемье членĕсене çак хăрушă япаласене хăйсен ирĕкĕпе районти полици уйрăмне килсе пама сĕнетпĕр. Куншăн никама та айăпламаççĕ, укçа-тенкĕпе те хавхалантараççĕ. Çакнашкал фактсем пирки полицие шăнкăравласа пĕлтерекен ытти граждансене те укçа премийĕ парса тав тăваççĕ. Кăмăл пулсан, ят-шыв вăрттăнлăхра юлĕ - куншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Р.ИДРИСОВ,полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика