24 мая 2014 г.
Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май, Шăмăршă ял тăрăхĕн библиотекинче "Чăн-чăн поэт пулман пуль эпĕ.." ятпа краеведени урокĕ иртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем шкул ачисене халăх поэчĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Çемен Элкер пултаруллă поэт, прозаик, драматург, публицист тата общество деятелĕ пулнипе паллă. Тăван çĕр-шыв ăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. Семен Васильевич РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă. Çемен Элкерĕн "Шурăмпуç килсен" романĕ, "Хĕн-хур айĕнче" поэми тата ытти произведенийĕсем Чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлнă. Вĕсене çитĕннисем те, çамрăксем те юратса вулаççĕ.
И. ТИМОФЕЕВА, Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекин заведующийĕ.