Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт усăллă иртĕ

24 мая 2014 г.

 Ачасен каникул вăхăтĕнчи çуллахи канăвне йĕркелесси районта çулсеренех лайăхланса пырать. Кăçал кăна 1126 вĕренекене канма, сывлăхне çирĕплетме, ĕçпе тивĕçтерме майсем пур. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен 854,4 пин тенкĕ, çавăн пекех ачасене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăх ĕç тупма 133,8 пин тенкĕ уйăрнă. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 11 шкулта ачасен лагерĕсем ĕçлеме тытăнмалла. Пĕрремĕш сменăра 249, иккĕмĕш сменăра 172 вĕренекен хăйсен сывлăхне çирĕплетĕç, кану вăхăтне усăллă ирттерĕç. Çакна та палăртмалла: лагерьсен ĕçне ачасен интересĕсене шута илсе йĕркелеççĕ. Вун икĕ çултан аслăрах 72 шкул ачи лагерь-палаткăсенче канĕç. Республикăри хула тулашĕнчи лагерьсене вара 75 ачана яма палăртнă, хĕрĕхе яхăн çамрăк санаторипе сиплев учрежденийĕсенче пулĕç. Ачасемшĕн пĕр кунлăх походсемпе экскурсисем те асра юласса шанас килет. Йывăр лару-тăрури ачасем те манăçа юлмаççĕ. Вĕсенчен 246-шĕ тĕрлĕ лагерьсенче канса сывлăхне çирĕплетĕç, 80-шĕ вăхăтлă ĕç тупĕç.

С.ЮНУСОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика