Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕçех тухатпăр вĕренсе, янăрарĕ юлашки шăнкăрав"

24 мая 2014 г.

"Кĕçех тухатпăр вĕренсе, янăрарĕ юлашки шăнкăрав"

 Ĕнер районти шкулсенчи 11 тата 9 классенчен вĕренсе тухакансем валли юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал хăйĕн 175 çулхи юбилейне паллă тăвакан Шăмăршăри вăтам шкул йăлтах чечек ăшне путнă. Хитре чечексем вĕренекенсене ытарма çук илем кỹреççĕ. Паян чи хумхануллисем - тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем. Вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Умра - патшалăх экзаменĕсем, тата та хумхантаракан канăçсăр тапхăр. Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ О.М.Еремеева уçрĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем чаплăн янăрарĕç. Директор чи лайăх вĕренекенсене, район тата республика конкурсĕсемпе олимпиадисенче çĕнтернисене Грамотăсемпе тата Дипломсемпе чысларĕ. О.Еремеева çавăн пекех паян çеç алă пуснă приказа вуласа пачĕ. Тăххăрмĕшсене те, вун пĕрмĕшсене те пурне те патшалăх экзаменĕсене тытма ирĕк панă. Пурне те ăнăçу сунар! Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков чун-чĕререн саламларĕ, выпускниксене вара район чысне çỹлте тыма ырă сĕнỹ пачĕ. Юлашки шăнкăрав уявне музыка композицийĕ хăйне евĕр асамлă илем кỹчĕ. Хăлхана çуракан ют çĕр-шыв музыки вырăнне хамăр кĕвĕ-çемĕ янăранă пулсан тата та лайăхрах пулмĕччĕ-ши? Ку, сăмах май çеç, учительсем манран ытларах пĕлеççĕ пуль. Чĕрене хумхантарса юлашки шăнкăрав янăранă хыççăн вĕренекенсем классене васкарĕç. Выпускниксемшĕн вара паян уяв, канăçсăр тапхăр умĕнхи кану кунĕ. Юлашки шăнкăрава халалланă уяв районти ытти шкулсенче те асра юлмалла илемлĕ иртнĕ. Уява вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ, общественноç представителĕсем те хутшăннă. Çулсем иртĕç, шкул пĕтерекен çынсемшĕн юлашки шăнкăрав уявĕ яланлăхах асра юлĕ.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика