Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика, ачасен çуллахи канăвĕ

24 мая 2014 г.

Экономика, ачасен çуллахи канăвĕ

 Юн кун районта иртнĕ черетлĕ информаци кунĕн тĕп темисем: республикăн кăçалхи 1-мĕш кварталти экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем; çуллахи каникул вăхăтĕнчи ачасемпе çамрăксен канăвĕ; халăха ĕçпе тивĕçтересси, ĕç ресурсĕсемпе туллинрех усă курса ĕç рынокне лайăхлатасси. Информаци кунне ирттерме района Шупашкартан ятарлă ушкăнсем килсе çитнĕ. Пĕрремĕшĕ - Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ертсе пынипе тĕпрен юсамалли Шăмăршă - Суйкăн - Атлашево - "Аниш", Шăмăршă-Анат Чаткас- Хĕрлĕ Васан авто çулсем çинчи лару-тăрупа паллашнă, Анат Чаткас ял тăрăхне çитсе курнă, кунти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, ял тăрăхĕн активĕпе тата Шăмăршăри çул-йĕр тăвакан тата юсакан участок коллективĕпе тĕл пулнă. Министр районта çул-йĕрсене юсас, тытса тăрас ĕçсемпе кăмăллă юлнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра пурте усă куракан автомобиль çулĕсем 252 километр ытла шутланаççĕ. Районта çĕнĕрен 36,4 километр тăршшĕ хытă сийлĕ çул сарнă. Ултă ял тăрăхĕнчи ялсенчи  -  Çĕнĕ Чукалти, Энтĕрьелĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, Асанкассинчи шкул-ача сачĕ патне транспорт хатĕрĕсем пырса çỹресси лайăхланнă. 2013 çулта кăна районта 3,384 километр çул-йĕре юсанă. Кăçал та ку ĕç малалла тăсăлать. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ усă куракан пĕтĕмĕшле çул-йĕре тытса тăма 8824 пин тенкĕ уйăрнă. "Чăвашавтодор" ОАО подряд организацийĕ ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. "Шăмăршă - Анат Чаткас - Хĕрлĕ Васан" автоçулăн пĕр километрне юсас тĕлĕшпе торг ирттернĕ. Ку ĕçе "Водострой" ООО пурнăçлĕ. Бюджет эффективлăхĕ  - 775817,0 тенкĕ е 23 процент. Перекетленнĕ укçа-тенкĕ Пăчăрлă Пашьел - Вырăс Чукал çула юсаса çĕнетме кайĕ. Ĕçсем çитес кунсенчех пуçланмалла. Çакна палăртса хăвармалла: 2014 çулта районта çул-йĕр ĕçĕсене 16600,371 пин тенкĕлĕх пурнăçламалла. Вăл шутран 14084,9 пин тенки - Чăваш Республикин бюджечĕн шутĕнчен, вырăнти бюджетсенчен  - 2515,471 пин тенкĕ. Чăваш Республикин строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Грунинпа район администрацийĕнпуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров район центрĕнче çĕкленекен çĕнĕ объектсене çитсе курнă. Шăмăршă улшăнса, çĕнелсе пыни куç кĕретех. Çурт хыççăн çурт çĕкленет вĕт, строительсем кирпĕч хыççăн кирпĕч хураççĕ. Çулталăк вĕçлениччен, сăмахран, 22 хваттерлĕ виçĕ хутлă çурта хута ямалла. Юнашарах строительсем 12 хваттерлĕ тепĕр çурта çĕклеççĕ. Вăл та виçĕ хутлă пулĕ. Владимир Никифоров каланă тăрăх, кунти пилĕк хваттере ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăхсене пама палăртнă. Малашне ватăсемпе инвалидсем те çĕнĕ çуртра пурăнма пуçлас шанăç пур. Укçа-тенкĕ ыйтăвне татса парассине те районта çирĕп тимлĕхре тытаççĕ. Асăннă объектсенчи ĕçсене Шăмăршăри "Строитель" ООО пурнăçлать. Строительство ĕçĕсемпе Николай Шумилов прораб тĕплĕн паллаштарнă. Ытти ушкăнсене те районти тĕрлĕ ĕç коллективĕсенче ăшшăн кĕтсе илнĕ. Республикăран килнĕ информаци ушкăнĕсен ертỹçисем вырăнти ĕç-хĕлпе паллашнă, çынсен кăмăл-шухăшĕпе кăсăкланнă, вĕсене хар-пăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çак кун Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Татьяна Дроздова тата Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Ольга Никифорова Кивĕ Чукал, тепĕр ушкăн - Чăваш Республикин чĕр чунсен тĕнчине тата вĕсем пурăнакан вырăнсене тĕрĕслесе тăракан Патшалăх службин ертỹçи Владимир Кузюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă аталану ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Владимир Петьков Палтиел ял тăрăхĕсенче пулнă. 

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика