Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Призывниксем тупăшрĕç

24 мая 2014 г.

Кашни çамрăках çарта пулма, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме ĕмĕтленет. Ĕмĕтленет çеç мар, хăйĕн тивĕçне пурнăçлама чылай маларах хатĕр-ленме тытăнать. Çакна Шăмăршăра пулса иртнĕ "Призывник -  2014" конкурс та лайăх çирĕплетрĕ. Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Шăмăршă йĕкĕчĕсем - çĕр-шывăн пулас хуралçисем - вăй виçрĕç конкурсра. Вĕсене район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн ертỹçи Н.Игнатьева, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕн çумĕ П.Иванов саламларĕç, ентешсем сăваплă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса шаннине палăртрĕç. Призывникăн, лайăх салтак пулас тесен, темĕн те тума пĕлмелле: Калашников автоматне хăвăрт салатса пуçтармалла, турник çинче нумай хутчен йăтăнмалла, хими хĕç-пăшалĕнчен хỹтĕ-лекен тумтирпе противогаза тĕрĕс тăхăнма пултармалла. Алăсем вăйлă-и - çакна кире пуканĕ йăтса çирĕплет. - Аттесен ятне ямăпăр, çĕре ỹкермĕпĕр, - терĕç конкурс пуçланас умĕн Шăмăршăри П.Матвеев тата Пуянкассинчи В.Мресов. Сăмах май, Павелпа Вадимăн ашшĕсем - Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, патшалăх наградисене тивĕçнĕ паттăр воин-интернационалистсем. Конкурса пĕтĕмлетессе призывниксем те, куракансем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Юлашкинчен жюри пĕрремĕш вырăна Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен Н.Шиллер тухнине пĕлтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш - Карапай Шăмăршă шкулĕнчи пулас салтаксем С.Алексеев тата Н.Яковлев. В.НИКОЛАЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика