Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пограничниксене халалласа - палăк

24 мая 2014 г.

Патăрьелсем Чикĕ çарĕсенче салтак тивĕçне пурнăçланă хăйсен ентешĕсене халалласа пĕлтĕр гранитран палăк лартрĕç. Эпир те, Шăмăршă районĕнчи запасри воин-пограничниксем, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса райцентрта çакнашкал палăк лартма шутларăмăр. Ырă пуçару туллин пурнăçланчĕ. Майăн 21-мĕшĕнче Шăмăршăра, Культура аталанăвĕн центрĕ умĕнчи паркра районти пограничниксене халалланă илемлĕ палăка малтан хатĕрленĕ никĕс çине хăпартса лартрăмăр. Халĕ запасри воин-пограничниксемпе пĕрле палăк таврашне илемлететпĕр. Майăн 28-мĕшĕнче, юн кун Пограничниксен кунĕнче, çак палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртатпăр. Тĕрлĕ çулсенче призыв йĕркипе Чикĕ çарĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă районти воин-пограничниксене тата ыттисене Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕ умне пуçтарăнма йыхравлатпăр. Мероприяти 14 сехетре пуçланать. Савăнăçлă пуху интереслĕ програмăллă концертпа вĕçленет.

Е.СЕТРИВАНОВ, Чăваш Республикинчи "Пограничниксен пĕрлĕхĕ" обществăн районти пуçламăш организацийĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика