Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăйра - кăвар пек хĕрлĕ галстук…

24 мая 2014 г.

Мăйра - кăвар пек хĕрлĕ галстук…

Пионер... Хĕрлĕ галстук... Горнпа параппан... Туслăх кăвайчĕсем... Çаксем пирĕншĕн - аслăрах ăрури çынсемшĕн - нихăçан манăçми аса юлнă самантсем. Октябренокран пионера илессе пиртен кашниех чăтăмсăррăн кĕтнĕ вĕт. Çак чыса тỹрех тивĕçменнисем те çук марччĕ: йĕркене пăсакансен, япăх вĕренекенсен мăя кăвар пек хĕрлĕ галстук çыхасси пирки ĕмĕтленмелли çеç юлнă. Пионер организацийĕ çуралнă кун кашни ачашăнах пысăк уяв шутланнă. Çак куна паллă тума Пĕтĕм Раççейре комсомолăн 1922 çулхи иккĕмĕш конференцийĕнче йышăнса хăварнă. Çавăнтанпа çĕр-шывра пионер отрячĕсем йĕркеленме тытăннă. 92 çул иртрĕ унтанпа. Пионерсен кунне Васанти тăван тавралăх Халăх музейĕнче те анлăн паллă турăмăр. Уява шкулти Александр Матросов ячĕпе хисепленнĕ пионер дружинин ветеранĕсем йышлăн пухăнчĕç. Халăх музейĕнче упранакан пионер дружинин ялавне зала йăтса кĕни хăйех пысăк пĕлтерĕшлĕ самант. Пионери юхăмĕн ветеранĕсемпе юнашар - улттăмĕш класра вĕренекен паянхи тимуровецсем тата тăваттăмĕш класра ăс пухакансем. Хумхануллă самант -  ачасене хĕрлĕ галстуксем çыхса яни. Çамрăк пионерсем пархатарлă тивĕçе тỹрре кăларма тупа турĕç. Çакăн хыççăн музей директорĕ тата уява йĕркеленĕ Герман Ларшников кашнинех тимуровец удостоверенине пачĕ. Уява комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Галина Телегина, комсомол райкомĕн шкулсемпе ĕçленĕ секретарĕ Ольга Быкова та килнĕ. Пионер юхăмĕн ветеранĕ-сем те уява килнисене ăшшăн саламларĕç. 

Г.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика