28 мая 2014 г.
Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе май уйăхĕн 31-мĕшĕччен транспорта, республикăра пурăнакансене вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çỹреме чарнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа ятарласа йышăну кăлариччен вут-çулăм хăрушлăхне хирĕçле лару-тăру туса хума йышăннă. Кабинет хушăвне федерацин "Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен", республикăн "Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн, шăрăх кунсенче пушар тухсан çийĕнчех сỹнтерес тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Типĕ курăка, çатăркана вут хыпса илесрен асăрханмалли тапхăрта республикăра пурăнакансене (чăтлăх-вĕтлĕхре ĕçлекенсемсĕр пуçне), автотранспорта пачах вăрмана кĕртмеççĕ. Ешĕллĕх витĕр çỹрекен, пурте усă куракан автотранспортшăн тата вут-кăварпа кĕрешекен службăшăн çеç вăрманти çула барьерпа пỹлмеççĕ. Чăрăшлăх-хырлăхра вут чĕртме, йăлари хытă каяш, çỹп-çап çунтарма, типĕ курăк тăрăх вирт яма, пушар кăларма пултаракан ĕç тума юрамасть. Çак кунсенче кашни район-хула вăрманĕ таврашĕнче вут-çулăмпа кĕрешекен службăсем рейд ирттереççĕ. Комисси пушартан сыхланмалли йĕркене пăхăнман çынсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарса штрафлама йышăнать. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви республика халăхĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма ыйтать. Çатракана вут хыпса илнине асăрхасанах 8 (8352) 40-24-00 телефонпа васкавлăн шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.