Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу сунатпăр сана, предприниматель!

28 мая 2014 г.

 Тунти кун предпринимательсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. "...Предпринимательсен хастарлăхне пула çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çуралаççĕ, инноваци технологийĕсемпе управлени меслечĕсем пурнăçа кĕреççĕ, туса кăларакан продукци тата пулăшу ĕçĕсен ассортименчĕ анлăланать, вĕсен пахалăхĕ лайăхланать", - палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Шăмăршă районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕçĕнче 284 субъект тăрăшать. Çав шутра - 41 пĕчĕк предприятипе 243 уйрăм предприниматель. 66 хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать. Предпринимательсен 46 проценчĕ - суту-илỹре тата обществăлла апатлану ĕçĕнче, 26 проценчĕ -  ял хуçалăхĕнче, 15 проценчĕ -  промышленноçра, 5 проценчĕ строительствăра вăй хурать. Пĕтĕмпе вара предпринимательлĕх сферинче 1142 çын тăрăшать. 2013 çулта пĕчĕк предприятисем 181,3 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă (103.). Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене финанс, пурлăх, йĕркелỹ, консультаци, право енĕпе пулăшать. Сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, çĕнĕ проектсене ăнăçлă пурнăçлама, телей тата ырлăх сунатпăр!

Э.ЖАМКОВА, район администрацийĕн экономика пайĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика