28 мая 2014 г.
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн апрелĕн 9-мĕшĕнчи кăларăмĕнче М.Захаров çырнă "Хавхаланса, çутă ĕмĕтпе ĕçленĕ" статья пичетленсе тухрĕ. Çакă мана пысăк савăнăç кỹчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Районти тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем çерем çĕрсене уçма хутшăннă вăхăт иртнĕренпе 60 çул çитрĕ. Шăмăршă районĕн каччисем те çак ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çак тапхăртанпа çĕр-шывра нумай улшăнусем пулса иртрĕç, яла та та пырса тиврĕ çакă. Паян мĕн пурри веçех куç умĕнче. Эпĕ, Анатолий Васильевич Порфирьев, 1940 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1954 çулта ялти шкулта 7 класс пĕтерсен, Шăмăршăри вăтам шкула çул тытрăм. 1957 çулта 10 класс вĕренсе алла аттестат илтĕм. Малалла манăн ĕç стажĕ И.Ишуков трактористăн (Виç- пỹрт Шăмăршă ялĕ) вăл С-80 тракторпа МТС-ра ĕçлетчĕ, унăн пулăшаканĕ пулнинчен пуçланчĕ. 1959 çулхи май уйăхĕнчен 1960 çулхи февраль вĕçлениччен ялтан эпĕ, П.И.Львов тата В.М.Макаров Канашри трактористсем хатĕрлекен училищĕре вĕренсе алла свидетельство илтĕмĕр. Март уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн группăна направленипе Караганда облаçĕнчи Темиртау районĕнчи пĕр совхоза ĕçе ăсатрĕç. Кунта пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Мана ДТ-54 трактор шанса пачĕç. Унăн юсавлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн çурхи ака-суха ĕçĕсене пуçăнтăмăр. Уй-хирте пысăк тухăçлă тырă çитĕннĕ. 1200 гектар çинчи тыр-пула Беларусь кустăрмаллă трактортан жатка çаклатса вырса паккуса хутăмăр. Çак меслетĕн усси те пысăк, тепĕр чух сиенĕ те çук мар. Çак çул ку тăрăхра кĕтмен çĕртен çумăрлă кунсем пуçланчĕç. Паккуса вырса хунă тĕш-тырă шăтса калчаланчĕ, пĕрчĕсем хăйсен пахалăхне çухатрĕç. Çак пăтăрмахлă вăхăт паян та манăн куç умĕнчех. Çанталăк уяртсан, пухса илеймен уйри паккуссене çунтарма "ăс çитерчĕç". Паллах çак ĕçе эпир те хутшăннă, пирĕнпе пĕрле Белоруссирен килнĕ хĕрсен ушкăнĕ те ĕçленĕ. Ноябрь пуçламăшĕнче пĕр хушă эпĕ Семипалатинск хулинче стройкăра та ĕçлесе пăхрăм. Мана çак хуларан призыв йĕркипе çар службине илчĕç. Салтак пурнăçĕ Самарканд хулинчен пуçланчĕ. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкулта 10 уйăх вĕренсен мана Гермес хулине, Афганистан чиккине куçарчĕç. Кунта эпĕ Т-34 танкăн механик-водитель должноçне пурнăçлама пуçăнтăм. Сержант званине тивĕçсен мана танк командирĕ пулма çирĕплетрĕç. Пĕр хушă эпĕ батальон старшинин тивĕçне те пурнăçларăм. Часть командирĕ мана темиçе хутчен те службăна малалла контракт йĕркипе пурнăçлама ỹкĕтлерĕ. Аннепе асаннене пулăшу парас тесе 1963 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче тăван яла таврăнтăм. Декабрь пуçламăшĕнче ял çумĕнчи вăрман пунктĕнче С-100 тракторпа ĕçлеме пуçăнтăм. 1964 çулта ял хĕрĕпе Зоя Петровна Никитинапа пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Пилĕк ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. 1966 çулта мана Киров ячĕллĕ колхоз правленийĕ машинăпа трактор паркĕн механикĕ пулма çирĕплетрĕ. Çак хушăра эпĕ Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕн механизаци уйрăмĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе техник-механик дипломне алла илтĕм. Хуçалăхра çак должноçра 10 çул вăй хутăм. Колхоз председателĕ П.А.Петьков пиртен вăхăтсăр уйрăлсан (йывăр тăпри çăмăл пултăр), мана колхозниксем хуçалăх "тилхепине" тытса пыма шанчĕç. 1976-1982 çулсенче, колхозра тĕрлĕ отрасльре ĕçлекен специалистсемпе пĕр шухăшлă пулса, ял хуçалăх производствине аталантарас енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курса тĕп пурлăха çĕнетме тăрăшрăмăр. Типлă проектпа выльăх-чĕрлĕх фермисем, машина-трактор паркĕнче çĕнĕ хăтлă зданисем хута кайрĕç. Уй-хир культурисем çитĕнтерес енĕпе çĕнĕ технологисемпе усă курма пуçларăмăр. Йывăр ĕçсене механизацилессине йĕркелерĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ хатĕрлес енĕпе районта малти вырăна тухрăмăр. Ăратлă выльăхсем ĕрчетме тытăнтăмăр. Ферма территорийĕнче канмалли-сипленмелли пунктсем уçрăмăр. Çак тапхăрта эпĕ хамăн пĕлĕве ỹстерессишĕн те тăрăшрăм.1982 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи уйрăмĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе алла диплом илтĕм. Çакă мана пурнăçра питĕ кирлине ăнлантăм. Тĕпрен илсен, çак çулсенче машинăпа трактор паркĕ çĕнелчĕ тесен те йăнăш мар. Манпа пĕрле Казахстанра пулнă юлташсем П.И.Львовпа В.М.Макаров та хăйсем суйласа илнĕ специальноçĕпе пурнăçра туллин усă курчĕç. Пĕри колхозра, тепри вăрман пунктĕнче тракторпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Караганда тăрăхĕнче 1962-1964 çулсенче анлă профильлĕ механизаторсем хатĕрлекен шкулта икĕ çул ăс пухнă Николай Львов, Василий Платонов та яла таврăнсан колхозра пĕри водительте, тепри комбайнерта тăрăшуллăх кăтартса ĕçлерĕç. 1982-1984 çулсенче мана "Сельхозхимия" пĕрлешỹре ĕçлеме тỹр килчĕ. Кунта эпĕ аслă агроном тивĕçне пурнăçларăм. КПСС райкомĕн тата райĕçтăвком ертỹçисен сĕнĕвĕпе мана Тăрăн ялĕ çумĕнчи "Елочка" санатори тĕп врачĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанчĕç. Строительство ĕçĕсене палăртнă вăхăта пурнăçлас енĕпе сахал мар çул çỹревре пулма тивнĕ манăн. 1983 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне тĕп корпуссем канма килекенсене йышăнма хатĕр пулчĕç. Пĕрремĕш ушкăнра канма хамăр районăн ĕçченĕсем килчĕç. 1987 çулта мана вăрман пункчĕн директорĕн тивĕçне пурнăçлама çирĕплетрĕç. Кунта икĕ сменăпа 180 рабочи тĕрлĕ йывăçран "Чувашколхозстрой" пĕрлешỹ заказне пурнăçланă. Çулталăкра 28-30 пин кубла метр йывăç касса хатĕрлесе, вырăнти пилорамăра, тĕрлĕ цехсенче строительствăна кирлĕ ĕç хатĕрĕсем тунă. Рабочисем çулталăкри плансене пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Çак предприятире мана 2000 çулччен ĕçлеме тỹр килчĕ. Ку ĕçренех эпĕ тивĕçлĕ канăва тухрăм. Паян ку предприяти çук ĕнтĕ, ун вырăнĕнче курăк ỹсет. "Ĕçне кура - хисепĕ", - теççĕ халăхра. Мана 1973 çулта "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знакпа чысларĕç. СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1975 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи Указĕпе "Ĕçре палăрнăшăн"медаль илме тивĕçрĕм. Сăмаха вĕçленĕ май, çерем çĕрсене уçас ĕçе хутшăннă район çыннисене эпĕ ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.
А.ПОРФИРЬЕВ, ĕç ветеранĕ.