28 мая 2014 г.
Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Алина Купташкина - чи хастар общественницăсенчен пĕри, ударница. Вăл класри, шкулти тата районти тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнать. 10 класра вĕреннĕ чухне класс старости те пулнăччĕ. Кадетсен 5 класĕнчен пуçласах отряд ялавçин тивĕçне пурнăçланă, районти, республикăри çамрăк армееецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисене хастар хутшăннă. Кадетсен юхăмĕн республикăри конкурсĕн "Патриотизм, кăмăл-сипет, кадетсен çĕр-шыв историйĕнчи пĕлтерĕшĕ" номинацире - иккĕмĕш, районти наукăпа практика конференцийĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Выпускной класра вĕренекен пултаруллă хĕр уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине тата биологи предметне килĕштерет. Вăл вулама юратать, компьютер техникине те лайăх пĕлет. Алина шкулти тата районти олимпиадăсенче те лайăхпа палăрать. Пĕлтĕр вăл Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен вырăс чĕлхипе литературин тата астрономипе физкультура олимпиадисен шкул тапхăрĕнчи призерĕсен шутне кĕнĕччĕ. А.Купташкина шкулти, районти йĕлтĕр спорчĕпе çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче те призлă вырăн йышăнать. Обществăлла ĕçсенчи тата вĕренỹри хастарлăхшăн Алина кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ.
Т.СТЕПАНОВА.