Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотека - юратнă вырăн

28 мая 2014 г.

 Ĕнер пирĕн çĕр-шывра Пĕтĕм Раççейри Библиотекăсен кунне паллă турĕç. Уяв умĕн Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче шкулта вĕренекенсем валли "Библиотека тата çамрăклăх: малашлăха - кĕнекепе" ятпа "çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулу иртрĕ. Унта калаçу кĕнеке тата çамрăксен пурнăçĕнче кĕнеке мĕнле вырăн йышăнни çинчен пычĕ. Тĕл пулăва библиотекăн хисеплĕ вулаканĕсем - Г.Н.Савельевпа В.С.Старшова та килнĕччĕ. Ачасем кĕнеке çынна çав тери пысăк усă кỹни, унăн чун-чĕрине пуянлатни, ăс-тăна аталантарма пулăшни çинчен çав тери интересленсе итлерĕç. Библиотекăра "Кĕнеке тĕнчинче" выставка йĕркеленĕ. Вĕренекенсем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç, "Манăн библиотека" презентацие хутшăнчĕç. Тĕл пулу вĕçленес умĕн библиотекăн чи нумай вулакан тусĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

И.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика