Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат тĕл пулу ирттернĕ

31 мая 2014 г.

 Майăн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла приемнăйĕн ертỹçи, федерацин Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Н.Николаев "Единая Россия"партин Шăмăршăри офисĕнче суйлавçăсене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Ыйтусем, тĕпрен илсен, районти вĕçленмен строительство объекчĕсене туса пĕтерме республика шайĕ- пе укçа-тенкĕ уйăрассипе, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе, çулсене юсассипе, çĕрпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă. "Единая Россия" парти депутачĕ Николай Станиславович Николаев суйлавçăсене май пур таран пулăшма шантарнă. Тĕл пулу хыççăн депутат район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.П.Фадеевпа пĕрле суйлавçăсем çĕкленĕ ыйтусене татса памалли майсем çинчен сỹтсе явнă. Çак кунах Н.С.Николаевпа В.П.Фадеев районти тĕп больницăра ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă.

П.ФОМИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика