31 мая 2014 г.
Шкултан вĕренсе тухакансем умне кăткăс ыйту тухса тăрать: хăш профессие суйласа илмелле-ха? Ку ыйту ашшĕ-амăшне те, учительсене те хумхантармасăр тăма пултараймасть. Выпускниксене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпех, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул дирекцийĕ Канашри финанспа экономика колледжĕн директорне О.А.Дегтеренкона хăнана чĕнчĕ. Олег Александрович вĕренекенсене колледжа вĕренме кĕмелли йĕркепе тата специальноçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ялтан килнĕ студентсене пурне те хăтлă общежитипе тивĕçтереççĕ иккен, кунти спорт комплексĕ те - Чăваш Енри вĕренỹ заведенийĕсем хушшинче чи лайăх-хисенчен пĕри. "Финанспа экономика колледжĕнчен вĕренсе тухнисем пурте тенĕ пекех ĕçе вырнаçаççĕ," - терĕ О.А.Дегтеренко.
Р.АНДРЕЕВА, шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.