31 мая 2014 г.
Çут çанталăк - пурнăç илемĕ. Журналист ĕçĕпе хуть те хăш яла кайсан та эпĕ ял-йыш килти пахчара улма-çырла йывăççи тата чечек çитĕнтернипе, ялти пĕвепе, тăрна куçĕ пек таса çăл куçпа интересленетĕп. Мăян та пиçен çеç ашкăрса ỹсекен пахчана курсан чун ыратать. Пушă çурт пулсан татахчĕ, вăй питти çынсем пурăнакан кил-çурт та пахчи çине алă сулнă вĕт! Чăнах та, халĕ лавккара тата пасарта тем те сутаççĕ. Хăярпа помидора та, суханпа ыхрана та, улма-çырлана та туянма пулать. Анчах лавккаран илни хăв аллупа çитĕнтерни пек тутлă мар вĕт-ха! Тен, манпа килĕшменнисем те пулĕç, анчах эпĕ хам сăмах çинех тăратăп: улма-çырлана та, пахча-çимĕçе те хамăрăн туса илмелле! Çапла тума пире асатте-асанне, атте-анне вĕрентнĕ, вĕсенчен те ăслă пулма тăрăшар мар. Пуянкасси ялне кайсан эпĕ яланах шкул сачĕ çине савăнса пăхса тăратăп. "Алексеев сачĕ" теççĕ ăна кунта. Геннадий Никандрович Алексеев директорта ĕçленĕ чухне ларттарчĕ çак улма-çырла йывăççисене. Хăйне ырăпа асăнмалăх ешĕл палăк çĕклерĕ. Виçпỹрт Шăмăршăра Кошкин сачĕ пур. Василий Платоновичăн пархатарлă ĕçне ял-йыш манмасть. Шел, А.Ф.Алексеева директор ларттарнă шкул сачĕ - таврара чи чапли - ун хыççăнхи çынсем тăрăшманнипе ячĕшĕн çеç тăрса юлчĕ. Анат Чаткасри П.М.Фадеев пахчаçă пире пыл пек пылак пан улмипе хăналани те, колхоз пахчинче хăярпа помидор ытти çĕртинчен чылай маларах ĕлкĕрни те асрах. Шухăшлатăп та, çакăн пек пĕтĕмлетỹ тăватăп: çут çанталăка чунтан юратакан, халăхшăн тăрăшакан çынсем пулнă вĕт-ха вĕсем! Халĕ ĕçлекен хăш ертỹçĕ хăй хыççăн сад пахчи е вăрман тăрăхĕ хăварĕ? Çынсем лартнине те пăхма пĕлместпĕр те, çĕнĕрен лартасси пирки калаçатăп тата... Сăмахăма малалла тăснă май, пушă пахчасен ыйтăвне те çĕклес килет. Кашни ялтах çирĕм-вăтăр е унтан та ытларах çурт пушă ларать. Çак çурма арканнă çурт-хуралтă ял сăн-сăпатне пăсать, пахчисенче чуна сехĕрлентерсе хыт-хура ашкăрса ỹсет. Нумай çуртăн хуçи те пур, хулара е ытти çĕрте пурăнать. Çимĕкре çуралса ỹснĕ яла та килкелеççĕ пуль. Нивушлĕ вĕлтĕрен кашлакан пушă пахчана, юхăннă кил-çурта курсан вĕсен чунĕ пĕрре те ыратмасть-ши? Пурăнмастăр пулсан çуртăра, пахчăра йĕркене кĕртĕр! Сире пулах вĕт ял тăрăхĕ районти тирпей-илем конкурсне хутшăнаймасть, пушă çурта ача-пăча кĕрсе вут-кăвар кăларас хăрушлăх та пур. Пахчăра сухаласа нумай çул ỹсекен курăк аксан, кỹршĕ-аршă тав сăмахĕ çеç калĕччĕ. Хăрнă йывăçсене касса тирпейлесен те ялта сана ытларах хисеплеме пуçлĕç. Çулталăкра пĕрре алла çава тытса мĕн пур хыт-хурана çулса пăрахсан, пĕр банка сăрă туянса чỹрече рамисене сăрласа тухсан çурта çĕнĕ сăн кĕрĕччĕ. Ял-йышăм, тăванăмсем! Тархасшăн, хаçатри çак йĕркесене пушă çурт хуçисене вулаттарăр, тен, вĕсен чунĕсем хускалса илĕç, аслашшĕ-асламăшне, ашшĕ-амăшне аса илсе тăван яла таврăнма шутлĕç. Çут çанталăк - пурнăç илемĕ. Çак илеме упрама пĕлер, пулас ăрусем умĕнче ырă ятлă пулар.
Ив. АНАТКАС.