31 мая 2014 г.
![Леонид Якубович: "Эсир лартнă палăк паттăрсене мухтать" Леонид Якубович: "Эсир лартнă палăк паттăрсене мухтать"](../UserFiles/news/20140602/yakubovich_31_maj_1111111111111111_Preview.jpg)
Чăннипех те анлăн, чаплăн та савăнăçлăн паллă турĕç Шăмăршăра майăн 28-мĕшĕнче Пограничник кунне. Савăнма сăлтавĕ те пысăк: çак кун районти культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи илемлĕ скверта Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ чикĕ хуралçисене асăнса лартнă палăка чаплă лару-тăрура уçрĕç. Çак палăка, Чăваш Республикинчи "Пограничниксен пĕрлĕхĕ" обществăн пуçламăш организацийĕн ертỹçи Е.М.Сетриванов пуçарнипе, запасри воин-пограничниксем хăйсен укçи-тенкипе тата ентешсем-спонсорсем пулăшнипе кĕске вăхăтрах çĕкленĕ. Савăнăçлă мероприятие хамăр районтан çеç мар, кỹршĕллĕ районсенчен те запасри пограничниксем килнĕ, район çыннисем те йышлăн пуçтарăннă. Чаплă мероприяти пуçланас умĕн районти воин-пограничниксен пысăк ушкăнне "Раççей ФСБ пограничниксен служби 95 çулта", "Пограничниксен çарĕн ветеранĕ" тата "Чикĕ хĕрринче службăра тăнăшăн" медальсемпе чысларĕç. Хумхануллă самант: сквера хаклă хăнасем пырса кĕреççĕ. Вĕсен йышĕнче эпир мухтавлă çар çыннисене - Раççей Геройĕсене Николай Гавриловпа Вячеслав Бочарова, Раççей халăх артистне, паллă телеертỹçе Леонид Якубовича тата ытти хисеплĕ çынсене куратпăр. Николай Гаврилов генерал-лейтенант - пирĕн ентеш, Канаш районĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл Леонид Аркадьевичăн çывăх тусĕ те иккен. Запасри пограничниксем хăнасене хăватлăн "Урра!" кăшкăрса, пухăннă çынсем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Палăка чаплă лару-тăрура уçнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев сăмах илчĕ. Валерий Петрович çак асăну палăкне тăвас ĕçе хутшăннă кашни çыннах чĕререн тав турĕ, чи хастаррисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Чăваш Республикинчи "Пограничниксен пĕрлĕхĕ" обществăн Шăмăршă районĕнчи пуçламăш организацийĕн ертỹçи Е.М.Сетриванов хăйĕн сăмахĕнче Пограничниксен çарĕн мухтавлă кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Егор Михайлович çавăн пекех асăну палăкне çĕклеме хутшăннă çынсене, спонсорсене ятран асăнса тав сăмахĕ каларĕ. Запасри пограничниксене тата район çыннисене Раççей Геройĕсем Н.Ф.Гавриловпа В.А.Бочаров та уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç. - Эсир лартнă палăк паттăрсене мухтать. Эсир çакăн пек пысăк та пархатарлă ĕç туни чыс-хисепе тивĕç, - терĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче Раççей халăх артисчĕ Л.А.Якубович. Е.М.Сетриванов паллă телеертỹçе пограничниксен ятĕнчен парне панă чух Леонид Аркадьевич çапла каларĕ: - Çак парнене эпĕ паян мар, "Поле Чудес" передачăра илетĕп. Сиртен пĕрне унта хăнана чĕнетĕп. Леонид Аркадьевич çав тери хаваслă та уçă кăмăллă çын иккен. Вăл запасри пограничниксемпе те, ачасемпе те, район çыннисемпе те пĕрле тăрса сăн ỹкерттерчĕ, вун-вун автограф çырса пачĕ. Уява Чăваш эстрадин артисчĕсем те илем кỹчĕç, чăваш, вырăс, тутар юррисем шăранчĕç. Палăк умĕнче малашне вăтам шкулпа сывпуллашакансем, мăшăрланакансем, ыттисем те асăнмалăх сăн ỹкерттерĕç, унпа мăнаçланĕç. Хăюлăхпа паттăрлăха сăнарлакан палăк туристсен маршрутне те кĕрĕ.
И.САЛАНДАЕВ.