31 мая 2014 г.
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн ыйтăвĕсем çине Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов хуравлать. - Министерство умĕнче кăçал мĕнле тĕллевсем тăраççĕ? - "Чăваш Республикин 2014 çулхи, малашлăх тапхăрти 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен" саккунра 2014 çулта тума тата реконструкцилеме палăртнă, регион, муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен проекчĕсене пурнăçламашкăн укçа уйăрма пăхнă, - терĕ Владимир Иванович. - "Сăр" тата "Энĕш" çулсен Çĕмĕрле районĕнчи пĕр тăрăхне тата Тăвай районĕнчи Тăм шывĕ çинчи кĕперне реконструкцилемелле. Çĕмĕрлепе Шупашкар районĕсенчи регионпа муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ çулсене çутатса тăмалли юпасем лартмалла. Калинино-Патăрьел-Елчĕк çулăн Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнчи çул хĕррине тротуар хывмалла. Кăçал автоçулсен строительствине (реконструкцине) хула округĕсенче ăçта пурнăçлассине республикăн Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "2014 çулта хула округĕсенче автомобиль çулĕсем тума тата вĕсене реконструкцилеме Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен" 93-мĕш йышăнăвĕнче уçăмлатнă. Пурĕ 13 çул тума, вĕсене реконструкцилеме республика хыснинчен - 661,8 млн, вырăнти бюджетран 141 млн тенкĕ ярасшăн. Федераци шайĕнчи çул строительствипе реконструкцине 2 млрд тенкĕ ытла явăçтарма палăртнă. Унăн пĕр пайĕпе М-7 "Атăл" çулăн 2,623 çухрăм тăсăлакан сыпăкне ĕçе кĕртме - Сăр çинчи кĕпере тума, темиçе тĕлти тăрăха реконструкцилеме ярĕç. Республикăн Министрсен Кабинечĕ кăçалхи февраль уйăхĕн 26-мĕшĕнче "2014 çулта регион тата муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе сооруженисене тĕпрен юсама, юсама тата пăхса тăма Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен" 51-мĕш йышăну кăларчĕ. Ăна пурнăçлама 349,7 млн тенкĕ тăкаклăпăр: регион тата муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ 33 çухрăм ытла çула çĕнететпĕр. Çул тума, ăна çĕнетме кĕмĕл федераци хыснинчен мĕн чухлĕ килессине маларах пĕлтертĕм. Уйрăммăн илсен А-151 Çĕрпỹ-Чĕмпĕр çулăн 5,8 çухрăм тăршшĕ сыпăкне тĕпрен юсама - 637 млн, М-7 "Атăл" çулăн 41,4 çухрăм тăршшĕ тăрăхне çĕнетме 646,5 млн тенкĕ куçарĕç. - Çул тăвассипе, юсассипе тĕплĕнрех паллаштараймăр-и? - Республикăн Министрсен Кабинечĕ кăçалхи февраль уйăхĕн 26-мĕшĕнче "2014 çулта пурте усă куракан, вырăнти пĕлтерĕшлĕ, хытă сийлĕ, çын пурăнакан пункта илсе çитерекен автомобиль çулĕсен строительствипе реконструкцийĕн проектне хатĕрлесе пурнăçлама Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен" 54-мĕш йышăну кăларчĕ. Унта республика хыснинчен - 123 млн, вырăнти бюджетран 7,9 млн тенкĕ куçарма пăхнă.