Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет тата ачасем: усси те пур, сиенĕ те пысăк

04 июня 2014 г.

 Интернет хăрушлăхĕ çинчен ашшĕ-амăшне мĕнле пĕлтермелле тата çак хăрушлăхран ача-пăчана мĕнле упрамалла? Шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулнă та ĕнтĕ майăн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци, Вĕрентỹ тата Шалти ĕçсен министерствисен, Роскомнадзорăн, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хỹтĕлекен Уполномоченнăй представителĕсен канашлăвĕнче. Çак темăна маларах видеоконференци майĕпе шкулсенче иртнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче те сỹтсе явнă. Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, тĕл пулăва уçнă май, статистика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Шел пулин те, вĕсем савăнтарма пултараймаççĕ. Паян кашни иккĕмĕш ача мобильнăй Интернетпа усă курнăран, вĕсене ашшĕ-амăшĕ тивĕçлипе контролессе тăраймасть. Интернет туртăмĕ наркотик пекех ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Социаллă сете çĕмĕрсе, логин тата пароль улăштарса, ачасен страници çине парнографи йышши видео вырнаçтарнă тĕслĕхсем сахал мар. Парнографи файлĕсем -  унта ачасем те хутшăннă - сарнă тĕслĕхсем те пур. Çаксем çинчен Шалти ĕçсен министерствин "К" уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Смирнов пăшăрханса пĕлтернĕ. Çул çитменнисем хушшинче Интернетпа усă курса тăвакан преступленисен шучĕ ỹсет. Çапла майпах çамрăксем наркотиксем тупаççĕ. Роскомнадзор ашшĕ-амăшне сетьре ачасем çинчен информаци вырнаçтарма сĕнмест. Енчен мĕнле те пулин кĕтмен лару-тăру сиксе тухас пулсан, çийĕнчех "вĕри лини" телефонĕпе шăнкăравлăр. Раççейре "Дети онлайн" пулăшу линийĕ ĕçлет, тỹлевсĕр телефонпа - 8-800-250-00-15 номерпе шăнкăравлама пулать. Кирлĕ мар информаци çинчен çавăн пекех Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн шанăç телефонĕпе (8352)55-17-83 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр. Роскомнадзор сайчĕ: http:/ zapret-info.gov.zu/ Наркотиксемпе психотропнăй хатĕрсене сарни çинчен УФСКН Чăваш Республикинчи шанăç телефонĕпе -  (8352) 23-01-00 номерпе шăнкăравлăр. Вĕлермелли майсене кăтартакан е вилме хĕтĕртекен сайтсем çинчен калакан информацие Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн "вĕри линийĕн" телефонĕпе - (8352) 58-27-27 номерпе пĕлтерĕр. 

Ю.МИТРОФАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика