Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Масар - пасар мар…

04 июня 2014 г.

Çитес шăмат кун православи тĕнне ĕненекенсем масар çине çитсе пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă тăвансене, çывăх çынсене асăнĕç. Ку - ĕмĕртен пыракан ырă йăла, троица кунĕнче таçта инçетре пурăнакансем те тăван яла çитме тăрăшаççĕ. Маларах кайса вил тăприсене тирпейлеççĕ, хĕрессене сăрлаççĕ, чечек акаççĕ-лартаççĕ... Шел, юлашки вун пилĕк-çирĕм çул хушшинче çак ырă йăла нумай тĕксĕмленчĕ. Вилнисене асăнмалли кун ĕçкĕ уявне çаврăнчĕ. Хăшĕсем (арçынни те, хĕрарăмми те) масар çине эрех-сăмакун ĕçсе каяççĕ, унта татах "хушаççĕ" те килĕсене аран сулланса таврăнаççĕ. Районти полици уйрăмĕнче ĕçлекенсем каланă тăрăх, пĕлтĕр пĕр масар çинче (ял ятне асăнмăп, хăйсене намăс пулĕ) ỹсĕр арçынсем кĕписене хывса пăрахсах çапăçма пуçланă. Шăмăршăра пурăнакан пĕр çын ỹсĕрле масар пỹртĕнче çĕр каçнă... Çакăн пек аван мар тĕслĕхсем ял ятне, ратне-хурăнташ ятне яраççĕ. Вилнĕ асатте-асанне, анне-атте чĕрĕлсе тăрас пулсан, мĕн каланă пулĕччĕç-ши ỹсĕрсем çине пăхса? "Намăссăрсем! Кĕççе питсем эсир, кайăр кунтан, ратне ятне ан ярăр!" - темĕччĕç-ши? Масар - пасар мар, унта тем те тума юрать тесе шутлани - питĕ йăнăш шухăш! Сумкки-сумккипе эрех-сăмакун йăтса киличчен тутлă апат-çимĕçпе килесчĕ, вилнисене ырăпа кăна асăнса тăвансемпе сăпайлăн çеç калаçса ларасчĕ. Кунта кăшкăрашни, ахăлтатса кулни, пĕр-пĕрне алă парса ыталашни пĕрре те вырăнлă мар. Масар çинчен таврăнсан, тăвансем пĕрле пуçтарăнсан килте уяв тума та юрать. Виçине пĕлсе ĕçсен, ырă сăмахпа калаçсан пире никам та ятламĕ. Ваттисенчен çамрăксем ыррине çеç вĕренсе юлччăр, пурнăçăн саккунĕ çапла пулмалла та. 

И.САЛАНТАЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика