04 июня 2014 г.
Калăр-ха, инвалид ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшне патшалăх мĕнле тỹлет?
А.ИВАНОВА. Шăмăршă ялĕ.
Пирĕн çĕр-шывра инвалид ачасене тата çуралнăранпах пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулнă ачасене уйăхсерен 10376 тенкĕ социаллă пенси, çавăн пекех, соцпакет мĕн чухлĕ тăнине кура, 2,1 пин тата 2,9 пин тенкĕ укçа тỹлевĕ параççĕ. Енчен те инвалид ачана е çуралнăранпах инвалид пулнă ачана пăхакан ашшĕ е амăшĕ, е опекун урăх ниçта та ĕçлемеççĕ пулсан, вĕсене уйăхсерен 5500 тенкĕ тỹлесе тăраççĕ. Хальхи вăхăтра районта инвалид ачасемпе çуралнăранпах пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулнă ачасем 100 ытла шутланаççĕ, вĕсене патшалăх уйăхсерен социаллă пенси тỹлесе тăрать.
Н.ЕНДИЕРОВ, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ.