Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем ГТО нормисене пама хатĕр!

04 июня 2014 г.

 Çапла, çак сăмахсене çирĕплетсех калама пулать: майăн 27-мĕшĕнче Кỹкеçре иртнĕ шкулсен ăмăртăвĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн команди çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Ăмăртăва Чăваш Ен хулисемпе районĕсенчи 32 команда хутшăннă. Вĕренекенсем ГТО нормисене кĕрекен пилĕк программăпа - 30, 60 тата 100 метра чупассипе, вырăнтан вăрăмĕшне сикессипе, вăй-хал гимнастикипе, 300 тата 1000 метра чупассипе тата шывра ишессипе тупăшнă. Шăмăршă ачисем 2365 очко пухса Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш тата Çĕрпỹри 1-мĕш вăтам шкулсене кая хăварнă. Анатолий Горшков, Семен Семенов, Вера Удина, Илья Хлюкин тата Дарья Семенова, Ангелина Ефимова, Кристина Чебан, Анна Ельцова тата Николай Шиллер район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ. Вĕсене вĕренỹре тата спортра çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр. 

С.ГАЛКИН, "Туслăх" ДЮСШ директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика