Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен йышĕнче

04 июня 2014 г.

 Сĕнтĕрвăрринчи физкультурăпа сывлăх центрĕнче республикăри çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен 24-мĕш "Хăрушсăрлăх кустăрми" слечĕ пулса иртнĕ. 25 команда тупăшнă унта, çĕнтерỹшĕн хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшнă. Программа вара ансат мар, тĕрлĕ енлĕ: çамрăк инспекторсем пилĕк енлĕ конкурсра вăй виçнĕ. Çак шута команда зачечĕ те, "Пурте - çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн" конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем те кĕнĕ. Слетра асра юлмалли самантсем сахал мар пулнă. Пĕр-пĕринпе паллашнă каç, туслăх кăвайчĕ хăйсемех мĕне тăраççĕ! Жюрие çĕнтерỹçĕсене палăртма та çăмăл пулман -  мĕн тесен те, слета республикăри районсемпе хуласенчен чи вăйлисем, маттурисем килнĕ вĕт. Пирĕн район чысне хỹтĕленĕ Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул команди "Автохула" конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак шкултах тăваттăмĕш класра вĕренекен Евгений Ларионов вара "Автохулара" велосипедпа çỹресси" конкурсра пĕрремĕш пулнă. 

Т.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика