Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăснă

04 июня 2014 г.

 2013 çулта республикăра право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем преступлени туни пирки 66 пĕлтерỹ регистрациленĕ. Вĕсене тишкернĕ май 12 çын тĕлĕшĕпе 82 уголовнăй ĕç пуçарнă. Уголовнăй майпа явап тыттарнисем шутĕнче право хуралĕн органĕсен 16 сотрудникĕ: 7-шĕ - шалти ĕçсен органĕсен, 4-шĕ - суд приставĕсен службин, 2-шĕ - федерацин айăплăва пурнăçлакан службин управленийĕн сотрудникĕсем. Йĕркене пăснисен йышĕнче наркотĕрĕслев управленийĕн тата инкеклĕ ĕçсен министерствин пĕрер ĕçченĕ. Юсанмалли учрежденисенче ĕçлекенсем хушшинче те йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ. Шупашкарти 4-мĕш юсану колонийĕн ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн ушкăнĕн аслă инженерне карас телефон илсе кĕрсе панăшăн, айăпланаканран 1000 тенкĕ взятка илнĕшĕн явап тыттарнă. Халĕ инженерăн 55 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет, унсăр пуçне ăна 3 çуллăха патшалăх службинчи должноçсене йышăнма чарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика