04 июня 2014 г.
Хĕрĕх çула яхăн паллатăп Анатолий Герасимовича. Чылай хушă "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче инженерта тăрăшрĕ, предприяти аркансан тăван ялĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Мĕн кăна ăсталамасть-ши унăн ылтăн алли? Эрешлĕ сĕтел-пукан, лаша урапи, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ... Çак кунсенче А.Викторов çула май редакцие кĕрсе тухрĕ. Тахçанхи тусăмпа чылайччен сăмахласа лартăмăр.
- Анатолий, "ялта ĕç çук" тесе каланине эсĕ ĕненетĕн-и?
- Паллах, ĕненместĕп! Ялти çĕр тĕрлĕ ĕçе туса пĕтерме те çук, пур çĕре те ĕлкĕрме йывăр. Акă килти хуçалăхра сăвакан 2 ĕне тата 3 вăкăр усратпăр. Предпринимателе сĕт тата аш-какай сутса укçа-тенкĕ тăватпăр. Мăйракаллă шултра выльăх усрани паян тупăшлă, ялта хăшĕсем ĕне çине алă сулни мана питĕ пăшăрхантарать. Вăй питти çынсем ĕне усрама пăрахса качака усрама тытăнни, ман шутпа, илемлĕ мар.
- Выльăх валли апат нумай кирлĕ вĕт-ха....
- Пай çĕрĕсене шута илсен, манăн 5 гектар çĕр пур. Нумай çул ỹсекен тата пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтеретĕп. Çĕр çинче ĕçлеме Т-40 трактор тата кăкарса ĕçлемелли техника пур. Сăмах май каласан, пурне те вăкăр сутнă укçапа туянтăм. Кăçалхи çуркунне çĕнĕрен 1 гектар люцерна акса хăвартăм. Кивелнĕ лаптăксене çĕнетсех тăратăп.
- Анатолий, санăн килти хуçалăхунта пысăк мастерской пуррине пĕлетĕп. Мĕн ăсталатăн унта? Хăшĕсем эсĕ космос карапĕ тăвать теççĕ...
- Шỹтлеççĕ ĕнтĕ (кулать). Мастерской, чăнах та, пур. Вăкăр сутса тунă укçапа икĕ станок - тимĕрпе тата йывăçпа ĕçлекеннисене туянтăм. Хальхи вăхăтра лаша урапи валли тимĕр кустăрмасем ăсталатăп. Тутар Республикинчи пĕлĕшсем ыйтрĕç. Хамăр районта пурăнакансем валли те кустăрма тума хатĕр. Пахалăхĕ пирки иккĕленме кирлĕ мар: ял çыннисенчен ыйтăр. Эпĕ пур ĕçе те чун ыйтнă пек тума хăнăхнă. Космос карапĕ пирки вара ... Эпĕ ача чухнех самолет тăвасшăнччĕ. Пушă вăхăт тупăнсан, тен, вĕçекен пĕр-пĕр япала ăсталама та пулĕ-и? Хальлĕхе вара хресчен ĕçĕпе пурăнатăп-ха. Манра инженер чунĕ вырнаçни яланах мĕн те пулин ăсталама хистет. Кашни кун чертеж тăватăп, çурса тăкатăп, каллех алла хутпа кăранташ тата линейка тытатăп... Мотоблок валли питĕ меллĕ тележка ăсталама шутлатăп. Кама кирлĕ - кĕске вăхăтрах туса паратăп.
- Ăнăçу та сывлăх сунатăп сана, ĕçỹ-хĕлỹ ăнса пытăр!
И.АНАТКАС калаçнă.